Мускавра Гайдара халалласа иртекен форума Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнать

Мускавра кашни ҫул Гайдара халалласа халăхсен хушшинчи наукăпа практика конференцийĕ иртет, кăҫал вăл кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче пулать. Палăртнă мероприяти политикăпа экономика тĕлĕшĕнчен пĕлтерĕшлĕ пулăм. Тĕнчери мĕнпур кĕтесрен чи ăста ăсчахсем, экспертсем форума пухăнаҫҫĕ.  

Форума Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнать. Республика Пуҫлăхĕн ĕҫ программипе килĕшӳллĕн, ирхи апатлану вăхăтĕнче уҫă калаҫусем пулĕҫ, ĕҫлĕ тĕлпулусем иртĕҫ, «Наци тĕллевĕсен аталанăвĕ тата хальхи пурнăҫ таппипе килĕшсе тăракан трендсем» ятлă пленар дискуссийĕнче те хутшăнасси планра пур.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, ҫулталăк пуҫламăшĕнче асăннă форум Раҫҫей Федераци Президенчĕ ҫумĕнчи халăх хуҫалăх тата патшалăх службин Раҫҫей академийĕнче йĕркеленсе иртет.  Унта яланхиллех паллă экспертсем, влаҫ органĕсенче ĕҫлекенсем, общество тата политика ĕҫ-хĕлĕнче тăрăшакансем, тĕрлĕ ҫĕршывсенчен бизнесменсем, социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвне тишкерекенсем Раҫҫейри инвестици климатне, бизнес-тытăм аталанăвĕн шайне, пурнăҫ таппине тарăн тĕпчесе сӳтсе явĕҫ.  



15 января 2019
10:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter