Гайдар форумĕнче Forbes ирхи апатлану вăхăтĕнче вĕрентĕве инвестици хывас ыйтусене сӳтсе явнă

На деловом завтраке Forbes в рамках Гайдаровского форума обсуждены вопросы частных инвестиций в образованиеЧăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа паян Мускавра. Гайдар форумне Раҫҫей Федераци Президенчĕ ҫумĕнчи халăх хуҫалăх тата патшалăх службин Раҫҫей академийĕнче йĕркеленĕ. Регион ертӳҫи ирхи апатлану мелĕпе йĕркеленĕ Forbes ĕҫлĕ мероприятине хутшăннă, вĕрентĕве инвестици хывассине, приоритетсене, йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене сӳтсе  явнă.

Раҫҫей Федерацийĕн ҫутĕҫ Министрĕ Ольга Васильева, «Альфа-Банк» Директорсен канашĕн председателĕ  Петр Авен, Раҫҫей Перекет банкĕн ПАО Правленийĕн председателĕ, президенчĕ Герман Греф, вĕренӳ Раҫҫей академийĕн президенчĕ Юрий Зинченко, «Управляющая компания «Просвещение» АО президенчĕ Владимир Узун тата ытти официаллă ҫынсем хутшăннă.  Forbes Russia  директорĕ Николай Усаков ирхи апатланăвăн ĕҫ тĕллевĕ вĕрентӳ тытăмне инвестици явăҫтарма условисем пăхса тухасси, чи ăнăҫлă ĕҫ опычĕсене тишкерсе, вĕсене тĕпе хурса пурнăҫа кĕртсе пыма вĕренесси тенĕ.  Шкулсене, вăтам пĕлӳ паракан учрежденисене, аслă шкулсене инвестици явăҫтарасси те кун  йĕркинчех.   Ирхи апатланура хăнасем пĕр-пĕрин ĕҫ опычĕсем пирки каласа кăтартнă.

Чăваш Енре пысăк производство предприятисем тĕрев панине кура, професси пĕлĕвĕ илме вĕрентекен учрежденисем сахал мар пулăшăва тивĕҫнине палăртнă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. Пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе ĕҫлеме ятарлă кадрсене хатĕрлесе кăларассипе те ĕҫлекен центрсем республикăра сахал мар.  Финанс тĕлĕшĕнчен вĕсем тĕрлĕ ҫăлкуҫран тĕрев илсе пыраҫҫĕ. Вăл шутран ĕҫпе тивĕҫтерекенсем те кулленех тăкаксене саплаштараҫҫĕ. Пĕтĕмпе регионта нумай функциллĕ 8 центр хута кайнă. Вĕсенче хими, транспорт, ял хуҫалăх пайĕпе ЖКХ тытăмĕ, электротехнка сферисем валли паха специалистсем пулма вĕрентеҫҫĕ.   Предприятисене кадрсемпе тивĕҫтерес, вĕсем пысăк технологисене тĕпе хурса пыччăр тесе ресурс центрĕсем уҫăлнă, вĕсен шучĕ 14 ҫитнĕ.  Канашри транспортпа энергетика техникумне «Транснефть» – АО «Транснефть-Прикамье» чи пысăк организаци йĕркелесе пăхса тăрать. Предприяти ҫулсерен техникума ыр кăмăллăх акципе килĕшӳллĕн тĕрев парать. Пулăшăва техникумра студентсене, лайăх вĕреннĕшĕн куҫарса пама йышăннă. Кунсăр пуҫне учрежденийĕн пурлăхпа техника базине те ҫĕнетсе улăштарма тăкакланаҫҫĕ.   (Фото с сайта с РАНХиГС) 



15 января 2019
15:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter