Чăваш Енре пурăнакансем налук чакармалли мелсемпе активлăрах усă курма пуҫланă

2018-мĕш ҫулта Федерацин Налук службин Чăваш Енри тĕп управленийĕ 84 пин уйрăм ҫынсен тупăшĕ тĕлĕшĕпе налук вычечĕпе усă курассипе ҫыхăннă ĕҫ хутне тĕпе хурса деклараци йышăннă. Федерацин налук службин республикăри управленийĕн ертӳҫи Марина Петрова хăйĕн сăмахĕнче, ҫакă ҫулталăк маларах пулнă кăтартуран 8,6 процент пысăкрах тесе ҫирĕплетнĕ. Тавăрса памалли налуксен калăпăшĕ 1 млрд та 708 млн тенкĕ. Ӳсĕм пурри сисĕнет, вăл 10,9 процент чухлĕ хăпарнă. Ҫакă НДФЛăн пухнă виҫин 11 проценчĕпе танлашать. Асăннă ыйтăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен тата муниципалитет ертӳҫисемпе тунтикун ирттернĕ планеркăра Правительство ҫуртĕнче тĕплĕн сӳтсе явнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлҫи федераци округĕнче пирĕн регион юлашки виҫĕ ҫул хушшинче уйрăм ҫынсен тупăшĕ тĕлĕшĕпе налук тытса юлнине каялла тавăрса парассин кăтартăвĕпе пĕрремĕш вырăнта тăнине палăртнă.  Ку паллах, питĕ пысăк ҫитĕнӳ, граждансем те кăмăллă пулни куҫкĕретех. Вычетсен регионта пурăнакан кашни ҫын пуҫне тивекен тӳпипе Чăваш Республики Атăлҫи федераци округĕнче пĕрремĕш вырăнта пулнине асăнса хăварнă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ паллах, ҫакă чи малтан республикăра ипотека туххăмрах  вăй илнипе ҫыхăннă тесе сăлтавланă. Халăх кредит илсе пурăнмалли ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатни куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Канашлура регион Ертӳҫи банк тытăмĕнче ĕҫлекен ертӳҫĕсемпе ипотека ыйтăвĕ пирки тĕплĕнрех сăмах пуҫарнă.   

Кредита тавăрса памалли процент виҫине тунтикунран тытăнса 1 процента ҫити хăпартаҫҫĕ. Паллă, пăшăрханмалли хыпар. Кама кредит парассине ырласа ĕлкĕрнĕ пĕлтĕр, вĕсем кивҫене унчченхи пĕчĕкрех процент виҫипех илесси куҫкĕретех. 



15 января 2019
09:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter