Раҫҫей Федерацийĕн Следстви комитетне йĕркелесе янă куна халалласа торжествăлла мероприяти иртнĕ

Раҫҫей Федерацийĕн Следстви комитечĕ йĕркеленсе кайнăранпа кăҫал сакăр ҫул ҫитнĕ. РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕнче паян паллă куна халалласа торжествăлла мероприяти иртнĕ.

 Ведомство ĕҫченĕсене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин саламланă, пурне те телей, ҫирӗп сывлӑх, тӑнӑҫлӑхпа ырлӑх, Чӑваш Енпе Раҫҫей ырлӑхӗшӗн тӑвакан ӗҫре ҫитӗнӳсем суннă.  Вăл Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Михаил Игнатьевăн тав ҫырăвне вуласа панă. «Раҫҫей Следстви комитечĕ саккунсене ҫирĕп пăхăнса ĕҫлет. Граждансен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тата обществăри çирĕплĕхе упраса хăварас тĕллевпе вĕсем тимлĕ яланах. РФ Следстви комитечĕн регионти тĕп управленийĕнче пысăк профессионалсем тăрăшаҫҫĕ, хăйсен тивĕçне çĕршыва чунтан парăнса, чыслăн пурнăçлаҫҫĕ. Обществăри йĕркелĕхе сыхлас, йывăр преступленисене уçса парас, енĕпе ырми-канми вăй хураҫҫĕ. Граждансен прависен тата патшалăх хӳтлĕхне тивĕҫтернĕ май Следстви комитечĕсем йĕркене, саккунсене хирĕҫле пулăмсемпе кĕрешессипе ҫыхăннă ĕҫне йĕркелесе пырас тĕлĕшпе асăрхануллă яланах. Налуксемпе ҫыхăннă кăлтăксене те уҫăмлатассипе вăхăта вăраха тăсмасăр ыйтусене татса параҫҫĕ. Ҫулран ҫул следстви ĕҫĕн пахалăх шайĕ хăпарса пырать», – ҫапларах ҫырнă тав ҫырăвĕнче.

 Раҫҫей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн ертӳҫи Александр Полтинин ĕҫчешсене саламланă, саккунсене пăхăнса ҫирĕп ĕҫлесе пынăшăн мухтанă, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнăшăн ырланă. Палăртса хăваратпăр, 2018 ҫулта РФ Следстви комитечĕ регионти управленийĕ пĕтĕмпе уголовлă майпа 1,4 пин ытла ĕҫ пуҫарнă.  Суда уголовлă майпа пĕр пине яхăн ĕҫ хучĕсене тăратнă. Ĕҫ укҫин парăмне вĕсен ведомстви ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ, пĕтĕмпе 28 ĕҫ пуҫарнă, вĕсенчен 24-шне суда тăратнă. Йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ регионта сахалланнине палăртнă ертӳҫĕ. Ҫынна сарăмсăр вĕлернĕ тĕслĕхсен шучĕ  республикăра самай чакнă тесе ырă пулăма асăннă. Коррупци теми кун йĕркинче ҫивĕч тăрать. Ведомство пĕлтĕрхи ҫул уголовлă майпа пурĕ 200 ĕҫ пуҫарнă, вĕсенчен 80-шне суда тăратнă.  Налук ыйтăвĕпе те йĕркесĕрлĕхсем пур-ха.     Пĕлтĕр бюджета 790 миллион каялла тавăрса пама май килнĕ. Пурлăхсене арестленĕ тĕслĕхсем сахал мар, кăтарту 112 миллиона ҫитнĕ.

  Ӳлĕмрен те Раҫҫей Следстви комитечĕ Чăваш Енри управленийĕ халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа, саккунсене пăхăнса ҫирĕп ĕҫлесе пырассине каланă Александр Полтинин.

 Професси уявĕпе паян пухăннисене ытти официаллă хăнасем те саламланă. Торжествăлла пулăмра, хисепе тивĕҫнисене, патшалăх наградисене парса чысланă. 

Фоторепортаж



15 января 2019
14:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter