Йĕрке пăснă ҫула ҫитмен ҫамрăксене вăхăтлăх тытса чармалли уйрăм, Чăваш Республикин Шалти ĕҫсен министерстви ҫумĕнчи ятарлă центр тĕпрен юсалнă хыҫҫăн, паян торжествăлла пулăмра уҫăлнă

В Чебоксарах после капитального ремонта открылся Центр временного содержания для несовершеннолетних правонарушителейЙĕрке пăснă ҫула ҫитмен ҫамрăксене вăхăтлăх тытса чармалли уйрăм, Чăваш Республикин Шалти ĕҫсен министерстви ҫумĕнчи ятарлă центр тĕпрен юсалнă хыҫҫăн, паян торжествăлла пулăмра уҫăлнă.

Мероприятине Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин шалти ĕҫсен министрĕ Сергей Неяскин генерал-майор тата ытти официаллă ҫынсем хутшăннă.  Пулăма обществăлла организацисен представителĕсем, ветерансен организацийĕсен членĕсем, вăй структуринче ĕҫлекенсем чылайăн пухăннă.

Ҫурта 1963 ҫулта хăпартса лартнă. Маларах унта ача сачĕ пулнă, 15 ҫул хушши ăна тĕпрен ҫĕнетмен.

«Объекта тĕпрен юсама пĕтĕмпе 22 млн тăкакланă. Сахал-и вăл е нумай-и вăл, пирĕн тĕллев – ачасене валли нимĕн те хĕрхенмелле мар. Питĕ лайăх ăнланмалла, ҫуртри условисем пĕтĕмпех ачасене аталтармаллисем», – палăртса каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енри шалти ĕҫсен министрĕ Сергей Неяскин.    Тĕллев – ачасене тӳрĕ ҫул ҫине тăма вĕрентесси, вĕсен тавра-курăмлăхне ырă енне куҫарма условисем йĕркелесси, йывăр ҫамрăксем ӳлĕмрен йĕрке ан пăсчăр тесен, вĕсене пурнăҫ пахалăх шайне курма майсем туса парасси. Центрта пуласлăхра район тата хула администрацийĕсенче ҫула ҫитмен ҫамрăксемпе ĕҫлекен комиссисен пайташĕсемпе ĕҫлĕ канашлусем йĕркелесе пыма чĕнсе каланă.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче, торжествăлла пулăма пуҫтарăннисене саламланă май, республика Правительстстви Чăваш Енри Шалти ĕҫсен пайне аталанса пыма сахал мар тимлĕх уйăрнине, службăн пурлăхпа техника базине ҫĕнетме те патшалăх енчен тĕрев куҫнине асăнса хăварнă. «Паллă, чи малтанах пирĕн граждансене кирек-епле лару-тăрура та пĕр тан лайăх условисемпе усă курма майсем йĕркелесе тăратасси», – тенĕ вăл.   Патшалăх хăть мĕнле ҫынна та яланах тӳрĕ ҫул ҫине тăма витĕм кӳрет тесе хушса каланă Председатель.

«Ку ҫуртра ачасене тĕрĕс аталанса пыма хăтлă условисем йĕркелесе тăратнă. Шанатпăр, ӳлĕмрен вĕсем йăнăш тумасса. РФ тивĕҫлĕ гражданĕсем пулса ҫитĕнессине ĕненетпĕр», – сăмаха пĕтĕмлетнĕ республика Правительствин Председателĕ.  

«СтройКрафт»  ТМЯО директорĕ Андрей Михайлов объектăн строительство ĕҫне пурнăҫлакан подрядлă организацийĕн ертӳҫи. «Эпир ҫак ҫурта ҫĕнетес тесе сахал мар тăрăшрăмăр.  Объект паянхи пурнăҫпа килĕшсе тăтăр тесе, условисем паха пулччĕр тесе ĕҫлерĕмĕр. Ачасем ырра усаллинчен уйăрма вĕренччĕр, илемлĕхе туйччăр»,  тенĕ вăл.

Хĕрлĕ хăйăва каснă хыҫҫăн, официаллă хăнасем объектăн шалти пайне кĕрсе курнă, условисене курса ĕненнĕ.

Юсав ирттернĕ хыҫҫăн, ҫуртăн лаптăкĕ ӳснĕ, вăл 1308,1  тăваткал метрпа танлашать. Хушма пӳлĕмсенче спортзал, медицина пайне, кăмăл-туйăма уҫса яма пулăшакан ятарлă вĕрентӳ тытăмне йĕркеленĕ. Пĕр сăмахпа каласан, ҫав тери чаплă.  Харăсах 27 шăпăрлан кунта пурăнма пултарать.

Аса илтеретпĕр, Центрта йĕрке пăсакан ҫула ҫитмен ачасене вĕрентеҫҫĕ, вĕсене тӳрĕ ҫул ҫине тăма пулăшаҫҫĕ. Ҫирĕп йĕркепе килĕшӳллĕн, пурĕ ачасене учрежденире 30 кун хушши тытма ирĕк пур. 

Фоторепортаж



15 января 2019
13:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter