Гайдар форумĕн программипе килĕшӳллĕн йĕркеленĕ мероприятисене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в работе Гайдаровского форумаКăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче Мускавра кашни ҫул пулакан «Гайдар форумĕ» наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ. Мероприяти тĕнчипех пысăк пĕлтерĕшлĕ, политика тата экономика пайĕшĕн те витĕмлĕ. Раҫҫейре пулакан форума тĕрлĕ ҫĕршывсенчен ăста экспертсем, ăсчахсем пуҫтарăнаҫҫĕ.

Наци тĕллевĕсене аталантарассипе ҫыхăннă уҫă калаҫăва Гайдар форумĕн программипе килĕшӳллĕн йĕркеленĕ, асăннă мероприятине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Ҫулталăк пуҫламăшĕнче кашни ҫул Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ ҫумĕнчи халăх хуҫалăхĕ тата патшалăх службин Раҫҫей академийĕнче палăртнă мероприятине ăста ҫынсене пухаҫҫĕ.   Кунта, тĕрлĕ ҫĕршывсенчен паллă ăсчахсем, тĕпчевҫĕсем, влаҫ органĕсенче ĕҫлекенсем, обществăлла политика ĕҫ-хĕлĕнче вăй хуракансем, бизнесменсем чылайăн пуҫтарăнаҫҫĕ, вĕсем Раҫҫей инвестици климатне лайăхлатассипе ҫыхăннă ыйтусене тарăн тишкереҫҫĕ.  Экспертсем тĕнче аталанăвĕ пирки хăйсен шухăшне,  курăмне, экономикăна аталантарас, социаллă сферăна вăй илтерессипе ҫыхăннă кăсăклă самантсем пирки чарăнса тăраҫҫĕ, тĕрлĕ ҫĕршывсенче епле ĕҫленине каласа параҫҫĕ. Экономика тĕлĕшĕнчен сиксе тухакан ҫĕнĕ йывăрлăхсене Раҫҫей кăна мар, ют ҫĕршывсем те тӳснине палăртаҫҫĕ вĕсем. Хальхи пурнăҫ ыйтакан ыйтусене туххăмрах татса парас тесен, пурин те пĕрлешсе, пĕр-пĕринпе тачă ҫыхăнса ĕҫлемеллине калаҫҫĕ ăсчахсем.  

Хальхи пурнăҫ таппи ыйтакан ыйтусене сӳтсе явассипе ҫыхăннă уҫă калаҫăва Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев килсе ҫитнĕ.  Сиксе тухакан тĕрлĕ чĕнӳсене татса парассипе ҫĕршыв ертӳлĕхĕ ҫирĕп тĕллевсем лартнине пĕлтернĕ, ресурссемпе пĕлсе усă курмаллине, кадрсене хатĕрлессипе те тимлĕ пулмаллине асăннă, йышăнусене ҫирĕп палăртма, вăхăта вăраха тăсмасăр кирлĕ пек мерăсем йышăнма чĕнсе каланă вăл.

«Анлă ылмашусем тин ҫеҫ йĕркеленсе пыраҫҫĕ-ха. Хăшĕсем пирки каламасăрах паллă, хаклама йывăр. Мĕн патне илсе тухассине те пĕлместпĕр. Пурнăҫа 10, 20, 30 ҫул маларах палăртса, ачасен, хамăрăн пуласлăх пирки хăтлă условисем тăвассишĕн тăрăшни, хăшĕсен тепре чухне ăнлавĕ, пĕлтерĕшĕ пачах та пăрахăҫланма пултарасси сисĕнкелет», – тенĕ ҫĕршыв Премьер-министрĕ.

Раҫҫей пуласлăхĕн аталану стратегийĕ пирки ҫĕршыв Президенчĕ ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ указра та тĕплĕн палăртса хăварнине каланă Премьер-министр. Приоритетлă тĕллевсен йышĕнче цифрăллă экономикăна вăй илтересси, ҫĕнĕ экономикăна тĕпе хурса паха ертӳҫĕсене хатĕрлесси. Пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма витĕм кӳрекеннисем – сывлăх сыхлавĕ хăватланни, вĕренӳ пайĕ ҫĕнелни. Пĕр сăмахпа каласан, социаллă тытăм ҫирĕпленни.

«Наци тĕллевĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе ĕҫсене ҫирĕп йĕркелесе пыратпăр. Йăлана кĕнĕ тăрăх пулса пыракан меслетсемпе кăна усă курмастпăр, чĕнӳсене тĕпе хурса, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ӳсĕмсемпе палăрассишĕн ырми-канми тăрăшатпăр», –  тенĕ вăл.  

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче 47 проекта йышăнса хăварнă, паспортне ҫирĕплетнĕ. Вĕсем пĕтĕмпех федераци проекчĕсемпе тӳр килеҫҫĕ, нацин 11 программине кĕреҫҫĕ.   Стратегиллĕ аталанупа, проектсемпе ĕҫлекен Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи канаш ларăвĕнче, 2018 ҫулта раштав уйăхĕн 13–14-мĕш кунĕсенче, мĕнпур регионти проектсене пăхса тухса ҫирĕплетсе хăварнă. Палăртса хунă тăрăх, вăтамран (2019–2024-мĕш ҫулсем валли) регионти проектсене пурнăҫлама 6 ҫул хушшинче 250 млрд тăкакланасси те планра пур. Мĕнпур ҫăлкуҫсенчен бюджета пуҫтарăнакан укҫасенчен 80 процентне социаллă тытăма (шкулсене, ача сачĕсене, культура ҫурчĕсене, спорт уйрăмĕсене) тĕпрен юсав ĕҫне ирттерме пăхса хăварнă.  

Гайдар форумĕ пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăй шухăшне пĕлтернĕ: «Раҫҫей Президенчĕ хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерет, ҫĕршыв территорийĕнче тăнăҫлăх хуҫалантăр тесе тăрăшать. Хальхи пурнăҫ ыйтакан чĕнĕве пирĕн хатĕр пулмалла. Хамăрăн ĕҫе лайăхран та лайăхрах йĕркелесе пыма вĕренмелле, производствăна аталантарассишĕн ҫине тăрсах вăй хумалла», – тенĕ вăл.      

Фоторепортаж



16 января 2019
08:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter