Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Ростех» Патшалăх корпорацийĕпе Чăваш Республики хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарас тата ăна пурнăҫа кĕртсе пырас тĕллевпе йĕркеленĕ координаци канашлăвне хутшăннă

Кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Ростех»  Патшалăх корпорацийĕпе Чăваш Республики хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарас тата ăна пурнăҫа кĕртсе пырас тĕллевпе йĕркеленĕ координаци канашлăвне хутшăннă. Килĕшӳ хучĕсене тĕпе хурса регионта транспорт, сывлăх сыхлавĕпе ытти тытăма вăй илтерсе ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхĕпе усă курса ĕҫлеме вĕренсе пырасси тĕп тĕллевсенчен пĕри.  

Уҫă калаҫăва «Ростех»  ГК Радиоэлектронлă комплексăн индустриальнăй директорĕ Сергей Сахненко, «Национальный центр информатизации» ТМЯО генеральнăй директорĕ Константин Солодухин, «Швабе»  АО генеральнăй директорĕн ҫумĕ Иван Ожгихин хутшăннă.  Тĕлпулăва Чăваш Республикин Правительствин представителĕсем, Шупашкар хулин администрацийĕнче ĕҫлекенсем килсе ҫитнĕ.

Патшалăх корпорацийĕн наукăпа производство ĕҫĕсем ҫинчен Сергей Сахненко тарăн каласа кăтартнă. «Ростех» ГК тытăмне кĕрекен организацисен тĕп тĕллевĕ – пысăк технологиллĕ тĕрлĕ хатĕрсене тирпейлесе кăларасси, вĕсемпе усă курма вĕрентсе пырасси. Таварсен пĕтĕмпех халăх ырлăхĕшĕн пулмалла.

«Комплекслă йышăнусем туни паха. Раҫҫей таварĕсем вăй илни, ыранхи куна ĕненме, производствăн калăпăшне ӳстерсе пыма, хăватлантарма, «Ростеха» ГК предприятийĕсене аталантарма витĕм кӳреҫҫĕ», тенĕ вăл.  

Уҫă тĕлпулу вăхăтĕнче сывлăх сыхлавĕпе ҫыхăннă комплекслă ĕҫсем пирки презентацисем ирттернĕ. Ертӳҫĕсем пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсем ҫинчен те сахал мар сӳтсе явнă, шыҫă, ӳпке-пĕвер, чĕре чирĕсемпе кĕрешме май паракан медицина хатĕрĕсене пурнăҫа кĕртсе пырас ыйту та кун йĕркинче ҫивĕч тăнине палăртнă. Ачасен поликлиникисен пурлăхпа техника базине пуянлатассипе йышăннă тĕллевлĕ программăна пурнăҫа кĕртессине те тĕплĕн пăхса тухнă.  Транспорт инфратытăмне аталантарассипе палăртнă ҫĕнĕ проектсем пирки сăмах пуҫарнă. «Ăслă хула» тата «Хăрушлăхсăр хула»   проектсемпе лайăх ĕҫленине асăннă.

«Халăх тăнăҫлăха хисеплет. Граждансем урамра хăйне аван туяҫҫĕ, ачи-пăчисемшĕн шикленмеҫҫĕ. Калас пулсан, регионта юлашки ҫулсенче пĕтĕмпе 500 млн ытла укҫа видеосăнавсем илме тăкакланă», – тесе хыпарланă Михаил Игнатьев.

Регионта граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тĕллевпе кулленех комплекслă ĕҫлесе пыраҫҫĕ. Видеосăнавсем ҫителĕклĕ, туххăмрах ҫыхăнăва тухма пулать. Регионта пурĕ 3 пине яхăн видосăнав вырнаҫтарнă. Автомашина ҫулĕсем ҫинче йĕрке пăсасран право хуралĕнче вăй хуракансем кунĕ-ҫĕрĕпе сыхă тăраҫҫĕ. Пĕр сăмахпа каласан, пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланать.  

Шупашкар хулинче ҫӳлерех асăннă проектсене тĕпе хурса ҫуртсем таврашĕнче те сахал мар видосăнавсем вырнаҫтарнă. Пурĕ 2300 камера тĕрлĕ объектсене кулленех ҫирĕп тĕрĕслевре тытса тăрать. Усал шухăшлисене, йĕрке пăсакансене ҫийĕнчех тупса палăртма майсем пур, айăплисене явап тыттарма та меллĕ.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче регионта пĕрлехи ситуационнăй центр  йĕркелесе ярсан аван пулнă пулĕччĕ, кун пек ĕҫе пурнăҫа кĕртсен, кирек-епле лару-тăрăва та ҫирĕп тĕрĕслеве илсе тишкерӳ тума май пулать, ун чухне граждансене хăрушсăрлăхпа та тивĕҫтересси кирлĕ пек шайра пулса пырĕ тенĕ сăмаха малалла вакланă май.

«Хальхи пурнăҫ таппинче социаллă сферăсене аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусене пăхса тухнă чухне, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес ыйту ҫине тӳрех тимлĕх уйăраҫҫĕ. Ырă тĕслĕхсене пурнăҫа кĕртме, вĕсемпе усă курма сĕнетпĕр», тенĕ Сергей Сахненко.

Патшалăх корпораци йĕркелекен ҫĕнĕ технологисем федераци тата регион шайĕнчи проектсене пурнăҫа кĕртме пысăк витĕм кӳрессе шанса каланă республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. «Пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ. Халăха кăсăклантаракан ыйтусене пурнăҫа кĕртес тесе, пĕрне-пĕри ăнланса, пĕр-пĕрин хыҫҫăн ĕҫсене ҫирĕп йĕркепе пурнăҫласа пыма тăрăшатпăр», – сăмаха пĕтĕмлетнĕ регион Ертӳҫи.                

Фоторепортаж



16 января 2019
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter