«Единая Россия» партийĕн федераци шайĕнчи 15 проекчĕпе Чăваш Енре ĕҫлеме палăртнă

В 2019 году в Чувашии планируют реализовать 15 федеральных проектов партии «Единая Россия»Чăваш Республикинче «Единая Россия» политика партийĕн проекчĕсене пурнăҫа кĕртессипе ĕҫленĕ кăтартусене тишкерме черетлĕ канашлу кăрлач уйăхĕн 16-мĕшĕнче ирттернĕ.

Мероприятине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев, «Единая Россия» партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Юрий Кислов, проектсемпе ĕҫлекен ертӳҫĕсем, проектсен обществăлла канашсен представителĕсем хутшăннă.  

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче кун йышши канашлусем пĕр-пĕринпе тачăрах ҫыхăнса ĕҫлеме, тĕп ыйтусене пурнăҫа кĕртме, халăхăн пурнăҫ условийĕсене лайăхлатма витĕм кӳрессе палăртнă.  «Уҫăмлăх, халăхпа тĕл пулса куҫа-куҫăн калаҫасси, вĕсене итлесси, вĕсемшĕн тăрăшасси – тĕп приоритетсем», тесе асăннă регион ертӳҫи.  

Регионти партийĕн уйрăмĕн программисем: «Пĕрле пурăнса пĕрле ĕҫлемелле!», «Чăваш Ен – пурăнма лайăх регион».  Вĕсене пĕтĕмпех халăх шухăш-кăмăлне, сĕнĕвĕсене тĕпе хурса йĕркеленĕ.

Парти программисемпе килĕшӳллĕн, регионта сахал мар ĕҫ пурнăҫланă. Социаллă сферăна ҫирĕплетме тĕллевлĕн ĕҫленĕ.   Кăтартусем те ҫук мар – ял территорийĕсене хăтлăлатнă, ҫул-йĕр тытăмне ҫирĕплетнĕ, экологи хăрушсăрлăхĕпе титвĕҫтернĕ, халăха пурăнма кирлĕ пек мĕнпур условисене йĕркеленĕ. Ялсенче хулари пекех питĕ чаплă пурăнма.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, экологи хăрушсăрлăхĕпе титвĕҫтерессипе пурнăҫланă ĕҫсем ҫĕршыври ытти регионсемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăнине палăртнă. РФ субъекчĕсем хушшинче экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтерессипе республика чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан вунă регион шутĕнче тăрать.

Халăхăн тупăш пайне ӳстересси ыйту та кун йĕркинче ҫивĕч тăрать. Ку енĕпе сахал мар ырă улшăнусем. Инфляцине шутласан та, граждансен вăтам ĕҫ укҫин шайĕ 2018 ҫулта 7 процента ҫити хăпарнă. Сахал тупăшлисене пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх пайĕпе усă курнăшăн тăкаксене саплаштарма патшалăх тĕрев парасси те паллă, 2019 ҫулхи бюджетра сахал тупăшлă ҫемьесене витĕм кӳме 1 млрд 700 млн пăхса хăварнă.

Сахал тупăшлă ҫемьесене витĕм кӳме, 2019-мĕш ҫулта республика хыснинче пĕтĕмпе 1 млрд 700 млн тенкĕ йышăнса хăварнă.

Парти проекчĕсем Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ указри тĕллевсемпе тӳр килнине каланă Михаил Игнатьев. Республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсем пĕтĕмпе регионти 47 проектпа ĕҫлеҫҫĕ.  Вĕсем пурте наци проекчĕсемпе ҫыхăннă. Регионти проектсемпе ĕҫлеме 3 ҫулта 120 млрд тăкаклама плана кĕртнĕ, 6 ҫул хушшинче вара 250 млрд уйăрасси те куҫкĕретех.

Регионти уйрăмĕн партийĕн секретарĕн ҫумĕ, проектсене тишкерекенĕ Николай Владимиров 2018-мĕш ҫулхи ĕҫсемпе паллаштарнă, 2019-мĕш ҫулсем валли палăртнă тĕллевсем ҫинчен каласа кăтартнă.     Ҫулталăк хушшинче пĕтĕмпе партийĕн 14 проектне пурнăҫа кĕртнĕ.

«Кăтартусем пысăк, халăх ҫакна ҫирĕплетет, пурте кăмăллă. Регионта пурăнма условисем лайăхлансах пыраҫҫĕ»,  тенĕ Николай Владимиров.   2019-мĕш ҫулта проектсемпе ĕҫлесси малалла та пырать. Федераци шайĕнче «Таса ҫĕршыв» парти проекчĕ чаплă ĕҫлет, унта та Чăваш ен хутшăнать.

«Пирĕн асăннă проектсемпе лăпланса лармалла мар. Халăх сĕнĕвĕсене шута илсе, вĕсене анлăлатса пымалла», тенĕ Михаил Игнатьев.  

Канашлура пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашнă, шухăш-кăмăлсем пирки пĕлнĕ.  «Ĕҫсене пурнăҫланинче партийĕн кашни пайташĕн тӳпи пысăк», - тенĕ хăйĕн сăмахĕнче «Единая Россия» политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Юрий Кислов. Парти пайташĕсем пĕр пухăннă пек чухне ĕҫсене тĕплĕн тишкернĕ, тĕллевсене палăртнă, ҫĕнĕ сĕнӳсем тăратнă. Михаил Игнатьев кирек-епле ĕҫе те пĕтĕм кăмăлтан, юратса пурнăҫламаллине каланă, ун чухне ҫитĕнӳсем те пысăк пулĕҫ тенĕ вăл.

Фоторепортаж  



17 января 2019
09:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter