«Тулашри суту-илӳ ҫаврăнăшĕ пысăк пулни – Чăваш Ен экономики аталаннине ҫирĕплетет», – палăртнă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Михаил Игнатьев: «Положительная динамика внешнеторгового оборота – свидетельство развития реального сектора экономики Чувашии»Кăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлҫи федераци округĕн таможня управленийĕн пуҫлăхĕпе Сергей Рыбкинпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаҫăва Чулхула тата Чăваш Ен таможня посчĕсен ертӳлĕхĕсем хутшăннă.

Атăлҫи федераци округĕнче таможня енĕпе ĕҫ-пуҫ питĕ лайăх йĕркеленсе пынине палăртнă Михаил Игнатьев.  Предприятисем тата предпринимательсем валли аталанса пыма хăтлă условисем йĕркелесе тăратнăшăн, хальхи пурнăҫпа тӳр килекен технологисене тĕпе хурса ĕҫлесе пынăшăн республика Пуҫлăхĕ ырласа тав сăмахĕсем каланă.

«Сахал мар предприятисемпе организацисенче пулатăп, ĕҫлекенсемпе тĕл пулса калаҫатăп, ертӳҫĕсем, предпринимательлĕх тытăмĕнче вăй хуракансем таможня службин ĕҫне хисеплени, хирĕҫлеменни сисĕнет. Апла пулсан, вĕсем сирĕн условисемпе кăмăллă пулни куҫкĕретех», – тенĕ регион Ертӳҫи.

Атăлҫи федераци округĕнчи управлени пуҫлăхĕ Сергей Рыбкин генерал-лейтенант хăйĕн сăмахĕнче службăн ҫĕнĕлĕхĕсем пирки каласа кăтартнă.  

2018-мĕш ҫулта электронлă таможня хута янă.  Атăлҫи федераци округне кĕрекен 14 регионтан ĕҫ хучĕсене туххăмрах йĕркелесе йышăнса пыма пултараҫҫĕ. «Чи лайăххи – документсене ĕҫ кунĕсенче кăна мар, кану кунĕсенче те йышăнаҫҫĕ. Пурĕ 12 сехет хушши таможня ĕҫлет.  Кунне 1000-рен пуҫласа 1500 таран декларацисем йышăнаҫҫĕ», – пĕлтернĕ вăл. «Экспорта таварсене куҫарассипе пирĕн предприятисемпе организацисем аванах тăрăшаҫҫĕ. Динамика питĕ лайăх. Таварсене ют ҫĕршывсем ыйтни паха», – тенĕ вăл.

Чăнласах та, регионта предприятисем таварсене экспорта куҫарассипе питĕ лайăх ĕҫлесе пыраҫҫĕ тесе ҫирĕплетнĕ сумлă ертӳҫĕ. «Федераци хыснине 2 млрд.109 млн куҫарнă. Пысăках мар постшăн кун пек ĕҫлени лайăх ҫитĕнӳ», – сăмаха тăснă вăл.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ производство таварĕсене экспорта куҫарассипе тимлĕн ĕҫлемелли пирки Раҫҫй Президенчĕ Владимир Путин ҫирĕп палăртнине тепĕр хут аса илсе хăварнă.    Палăртмалла, пирĕн регионта хими промышленноҫĕ хăватлă ĕҫлет.  «Химпром» ПАО ҫĕнĕ технологисене тĕпе хурса ĕҫлесе пытăр тесе, предприятине тĕпрен модернизациленĕ, укҫа-тенкĕ сахал мар тăкакланă.  Пуласлăхра тепĕр пысăк предприяти «Август» пур, вĕсем те экспорт ҫине куҫассипе ҫине тăрсах ĕҫлеҫҫĕ.  2019 ҫулта 22 га йышăнакан ҫĕр лаптăкĕ ҫинче теплица хута яма плана кĕртнĕ.  «Енчен те пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, пахча-ҫимĕҫ таварĕсене 20 пин тонна таран тирпейлесе пуҫтарма тĕллев лартнă», хыпарланă Михаил Игнатьев. Тулашри рынока ял хуҫалăх таварĕсене анлăн илсе тухассипе ҫине тăраҫҫĕ. «Предприятисем таварсене тирпейлесе ют ҫĕршывсене ăсатма тытăннă.  Маларахри тапхăрсенче ҫу таврашне хамăр тăрăхра кăна усă курма тирпейленĕ пулсан, паян организацисем калăпăшсене кулленех ӳстереҫҫĕ, экспорта куҫарма тăрăшаҫҫĕ. Ку паллах, пурсăмăра та хавхалантарать, экономика ҫирĕп «ура» ҫинче тăнине палăртать», - пĕтĕмлетнĕ сăмаха регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Фоторепортаж



17 января 2019
16:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter