Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Каҫал ен районĕнче пулнă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев посетил Комсомольский районКăрлач уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Каҫал ен районĕнче пулнă, «Рассвет»  СХПКра ҫĕнĕ ферма уҫнă ҫĕре хутшăннă.  Хуҫалăх фермăра 200 ĕне усрама май паракан ҫĕнĕ объект хута янă. Сĕт-ҫу фермине тума проектпа килĕшӳллĕн, хуҫалăх 50 млн тăкакланнă.  Вăл укҫаран предприяти 28 млн ҫăмăллăх кредичĕпе усă курнă.   

«Рассвет» СХПК председателĕ Михаил Афанасьев фермăра мăйракаллă шултра выльăхсен шутне тата та ӳстерме тĕллев лартни пирки ырă хыпара пĕлтернĕ. 2020-мĕш ҫулсем валли ҫулталăкне хуҫалăх 1200 тоннăран кая мар сĕт суса илме плана кĕртнĕ.  Кăтартăва ҫулран ҫул ӳстерме шутлаҫҫĕ предприятире тăрăшакансем. Пĕлтĕр хуҫалăх 699,2 тонна сĕт тирпейленĕ, вăтамран пĕр ĕнерен 6455 кг сĕт суса илнĕ, республикăри вăтам кăтартуран (5500 кг)  пысăк пулни сисĕнет.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ял хуҫалăх предприятийĕнче вăй хуракансене ырланă, тивĕҫлĕ ĕҫленĕшĕн тав тунă. Сăмах май, патшалăх ял территорийĕсене, хуҫалăхсене аталантарма сахал мар тĕрев панине асăннă. Чăваш Республикин ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем пĕтĕмпе регионăн 47 проекчĕпе ĕҫлеҫҫĕ, Раҫҫей Президенчĕ ҫу уйăхĕнче алă пуснă указри наци тĕллевĕсене пурнăҫлассишĕн ырми-канми вăй хураҫҫĕ тесе каланă Пуҫлăх. Проектсене пурнăҫа кĕртме 3 ҫул хушшинче 120 млрд тăкакланасси паллă, 6 ҫул хушшинче вара 250 млрд пуласси те паллă планпа килĕшӳллĕн. Ытларах укҫа ял территорийĕсене аталантарма тăкакланĕ. Клубсем, ФАПсем, шкулсем, ача сачĕсем хăпартса лартас ыйтусем те кун йĕркинчех.   

Пĕлтĕр ҫанталăк асар-писер тăнине кура, ҫĕр ĕҫченĕсене сахал мар йывăрлăх кăларса тăратнă, вăл шутран Каҫал енсене те. «Пăшăрханса ларма кирлĕ мар. Аталансах пымалла, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсем йышăнса хăвармалла. Паха технологисене тĕпе хурса ĕҫлеме вĕренмелле, ĕҫ тухăҫлăхне ӳстермелле, шалу укҫине хăпартмалла», — палăртнă республика Пуҫлăхĕ.  

«Ҫăмăллăх кредичĕпе усă курни аван. Кĕске вăхăтрах подрядчиксем, хăйсен ĕҫне пĕлсе пурнăҫланине кура, ялта ҫĕнĕ ферма ҫĕкленсе те ларчĕ», — тесе пĕлтернĕ «Рассвет» СХПК председателĕ Михаил Афанасьев. Ҫĕнĕ объектра условисем лайăх, сăвăнакан ĕнесен шутне те ӳстерме май пур, апла пулсан сĕтĕн калăпăшĕ хăпарасси куҫкĕретех тенĕ сăмаха тăсса вăл.

Паян объекта торжествăлла майпа уҫма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, Каҫал ен районĕн пуҫлăхĕ Хасятулла Идиатуллин, Каҫал ен районĕн администрацийĕн ертӳҫи Александр Осипов, подрядлă организацийĕн ертӳлĕхĕ, хуҫалăхра ĕҫлекенсем пуҫтарăннă.  

Палăртса хăваратпăр, 2018 ҫулта республикăра пĕтĕмпе выльăх-чĕрлĕх тытăмĕпе ҫыхăннă инвестициллĕ 25 проект пурнăҫа кĕртнĕ. 

Палăртнă кун республика Пуҫлăхĕ Урмаел ял поселенийĕнче ача сачĕн строительство ĕҫĕпе паллашнă. Объект пысăк, харăсах 110 ача вырнаҫтарма май пулĕ.

Ача сачĕн строительство ĕҫне пĕлтĕр чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче тытăннă. Проектăн хакĕ 93,3 млн танлашать, объектра «Булат» ТМЯО вăй хурать. Паянхи куна илес пулсан, ҫуртăн иккĕмĕш хутне хăпартассипе строительсем тăрăшаҫҫĕ. Ача садне кăҫал ҫу варринче уҫма плана кĕртнĕ.

Строительство ĕҫĕсем графикпа килĕшӳллĕн пулса пынине курса ĕненнĕ регион Пуҫлăхĕ. Кăлтăксем ҫук, пĕтĕмпех йĕркеллĕ объект ҫинче.  «Ачасене валли пĕтĕмпех пулать», тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. «Единая Россия» партийĕн ĕҫсен пахалăх шайне тĕрĕслесе тăмаллине асăннă вăл.

Ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе Михаил Игнатьев Каҫал енри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 2-мĕш №-лĕ вăтам шкулта  пулнă.  Ҫурта пĕлтĕр тĕпрен юсама патшалăх пулăшăвне 12,6 млн тивĕҫтернĕ. Унта 50 ачана вырнаҫтармаллăх садик хута янă.     

Тĕлпулу вăхăтĕнче амăшĕсем республика Ертӳҫине садика хута яма витĕм кӳнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  Ҫуртра таса, условисем чаплă пулнине курса ĕненнĕ хăнасем. Шкул директорĕ Евгений Савельев шкулăн чӳречисене ылмаштарма май килмĕ-ши тесе ыйтнă пĕр пухăннă пек чухне ертӳҫĕсенчен. Ыйтăва тĕрĕслеве илнĕ.

Палăртнă кун регион Пуҫлăхĕ районти тĕп больницăн ĕҫĕпе те кăсăкланнă. Юлашки икĕ ҫул хушшинче медицина пайĕнчи учрежденисене тĕпрен ҫĕнетме республика хыснинчен 29,7 млн тенкĕ уйăрнă.   Йывăр чирлисене сиплеме условисем пĕтĕмпех пурри вырăнти халăха тивĕҫтерет. Больницăн тĕп врачĕ Николай Васильев юлашки 35 ҫул хушшинче пуҫласа ҫурта тĕпрен юсав ĕҫне тунă тесе асăннă. Учрежденийĕн пурлăхпа техника базине ҫĕнетсен питĕ аван пулнă пулĕччĕ тенĕ вăл сăмах май.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ учреждение сипленме пынисемпе тĕл пулса калаҫнă, вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлнĕ, пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе граждансем кăмăллă е ҫук тесе ыйтнă. Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – шăпах та, ҫынсене вăхăтра медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтересси пулнине каласа хăварнă регион Ертӳҫи, медицинăра тăрăшакансене хăйсене шанса панă ĕҫе тивĕҫлĕ пурнăҫласа пыма чĕнсе каланă.    

Фоторепортаж



17 января 2019
17:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter