Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн айăплав пурнăҫлав службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн анлă канашлăвĕн ĕҫне хутшăннă

Михаил Игнатьев: «Будем продолжать совершенствовать инфраструктуру безопасности в городской и сельской местности»Кăрлач уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн айăплав пурнăҫлав службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн анлă канашлăвĕн ĕҫне хутшăннă.

Палăртнă мероприятине влаҫ органĕсен ертӳҫисем, судра ĕҫлекенсем,  право хуралĕн тытăмĕнче вăй хуракан ертӳҫĕсем тата ытти официаллă ҫынсем пуҫтарăннă.  Мероприятинче ҫӳлерех асăннă службăн 2018-мĕш ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пăхса тухнă, тĕллевсене палăртса хăварнă.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа РФ айăплав пурнăҫлав службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуҫлăхĕ Александр Робота тарăн доклад туса панă.  Ертӳҫĕ службăн ĕҫ кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă, производство хуҫалăх кăтартăвĕсем пирки каласа панă, финанс тата экономика тĕлĕшĕнчен ҫыхăннă ыйтусем пирки калаҫнă.  УФСИН умне лартнă мĕнпур тĕллевсене туллин пурнăҫланă, айăплă ҫынсене усрамалли ятарлă учрежденийĕсенче условисем япăх маррине курса ĕненнĕ паянхи канашлăва пухăннисем.      

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри УФСИН ĕҫченĕсене хăйсене шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫланăшăн тав тунă.   

Профилактика ыйтăвĕсем пирки сăмах пуҫарнă май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев паянхи пурнăҫ таппинче ҫамрăксене ытларах культурăпа спорта явăҫтармаллине, йĕрке пăсасран вĕсене кулленех сыхă тăмаллине, май килнĕ таран усăллă канашсем парса витĕм кӳме тăрăшмаллине чĕнсе каланă.  «Патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансен, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕсенче ĕҫлекенсен, граждан обществин институчĕсенче тимлекенсен ырă ĕҫсем тума ҫамрăксене ытларах явăҫтармалла. Социаллă пурнăҫпа экономика пайне кирлĕ пек шайра аталантарса пырсан, вĕсене тӳрĕ ҫул ҫине тăма, хăйсене пурнăҫра килĕшекен ĕҫ суйласа илме те меллĕ пулĕ»,  уйрăммăн палăртса Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. Ҫитĕнекен ҫамрăксен ăс-хакăл тĕнчине, кăмăл-сипет туйăмне пуянлатма халăхăн ырă йăли-йĕркине те тĕпе хумалла, вĕсем те  сахал мар витĕм кӳрессине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Халăх хушшинче ыйтăм йĕркеленĕ. Тишкерӳ тунă хыҫҫăн ҫакă паллă: «Граждансем регионта обществăра йĕрке хуҫаланнине ҫирĕплетеҫҫĕ, ытти регионсемпе танлаштарас пулсан, пирĕн республикăра йĕрке хуҫаланни куҫкĕретех, пур ҫĕрте те лăпкă»,   палăртнă Чăваш Ен Ертӳҫи Михаил Игнатьев.  

Республикăра халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тĕллевпе, социаллă тытăма сыхă тăма, хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан  сăнав тата ытти хатĕрсемпе тивĕҫтерме, мероприятисене йĕркелесе ирттерме 2019-мĕш ҫул валли йышăннă республика хыснинче сахал мар укҫа пăхса хăварнă. «Ростех» патшалăх корпорацийĕпе пысăк технологиллĕ хатĕрсене пурнăҫа кĕртсе ĕҫлеме ятарлă килĕшӳ хутне те алă пусса ҫирĕплетнĕ Чăваш Ен.

« Шалти ĕҫсен министерстви, ФСБ, прокуратура тата ытти вăй структурисен сĕнĕвĕсене шута илсе, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерс тесе, ӳлĕмрен те инфратытăма ҫирĕплетсе пыма тăрăшăпăр,  ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхĕпе усă курма ялта е хулара та пĕр тан условисем йĕркелĕпĕр. Граждансем валли пĕр пек майсем пулĕҫ»,  тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Канашлăва пухăннисем иртнĕ ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене тарăн пăхса тухнă, 2019-мĕш ҫул валли паллăртса хăварнă тĕллевсене сӳтсе явнă. Канашлу вĕҫленнĕ хыҫҫăн, хăнасем службăн музейĕпе паллашнă, Чăваш Енри УФСИН производствин секторĕ тирпейлесе кăларакан таварсен пахалăх шайĕ пысăк пулнине курса ĕненнĕ.    

  Фоторепортаж



18 января 2019
16:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter