Районсемпе хуласен иртнĕ çулхи аталанăвне ЧР Правительство çуртĕнче пĕтĕмлетеççĕ
ЧР Правительство çуртĕнче республикăри муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен 2018 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетеççĕ, çитес çул тĕллевĕсене палăртаççĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн хушăвĕпе çакнашкал тĕлпулусене кашни район тата хула ертÿлĕхĕпе уйрăмăн йĕркелеме йышăннă. Пĕрремĕшсемпе — Улатăр, Элĕк, Патăрьел районĕсен пуçлăхĕсемпе — кăрлачăн 11-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин тĕл пулнă, муниципалитетсен пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ.
Паян Пăрачкав, Вăрмар тата Çĕрпÿ районĕсем социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕç. Район админстрацийĕсен ертÿçисем пĕлтернĕ тăрăх — вĕсем çулталăк тăршшĕпех бюджетăн тупăш пайне ÿстерессишĕн, ытти сферăра çитĕнÿсем тăвассишĕн тăрăшнă. Çавăн пекех пушă выртакан çĕрсене пусă çавăрнăшне кĕртес, муниципалитетсен инвестици климатне лайăхлатас, приоритетлă наци проекчĕсене тухăçлă хутшăнас, халăхăн пурнăç шайне ÿстерес, коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тăкакĕсене чакарас енĕпе ăнăçлă ĕçленине палăртрĕç.
Чылай районти пекех çак муниципалитетсенче те «сăрă ĕç рынокĕ» çивĕчлĕх кăларса тăратакан ыйту шутланать. Канашлăва хутшăнакансем ăна вăраха ямасăр татса памаллине, çавна май ку енĕпе çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕç. Пăрачкавсемпе Вăрмарсен, Çĕрпÿсен килес çул пурнăçа кĕртмелли те чылай. Малашлăх тĕллевĕсен шутĕнче вĕсем çулсем тăвассине, çуртсем хута ярассине, производствăна ÿстерессине т.ыт.те палăртрĕç.
Тĕлпулăва çавăн пекех ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Ананьева, ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева, ытти министерсем хутшăнчĕç. Вĕсем муниципалитетсен ертÿçисене территорисене аталантарассипе, тупăша ÿстерессипе, вырăнти бюджет укçи-тенкипе тухăçлă усă курассипе çыхăннă ыйтусене татса пама пулăшакан сĕнÿ-канаш пачĕç.
Ирина СЕРГЕЕВА.