Кăрлачăн 23-мĕшĕнче 12 сехетре Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне ҫуллен яракан Ҫырăвĕпе паллаштарĕ

Кăҫалхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче 12 сехетре Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне ҫуллен яракан Ҫырăвĕпе паллаштарĕ.  Ҫырура региона аталантарас ҫул-йĕрпе, республикăри Правительство, Патшалăх Канашĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен умри тĕп ыйтăвĕсене палăртĕ.  Ĕҫ хутне хатĕрленĕ чухне йăлана кĕнĕ йĕркепе Чăваш Енре пурăнакансен, общество организацийĕсен, граждан обществин институчĕсен представителĕсен шухăшĕсене, сĕнĕвĕсене шута илнĕ.

Паллă мероприятине тӳрĕ эфирпа республикăри радио-телевидени, интернет урлă пăхма тата итлеме май пулĕ.     



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
18 января 2019
14:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter