«В фокусе – детство» журналистсен хушшинче йĕркелесе ирттернĕ Пĕтĕм Раҫҫейри IX-мĕш конкурсра Чăваш Ен малта пыракансен йышне кĕнĕ

Йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене тĕрев паракан фонд кашни ҫул  ирттерекен конкурс ĕҫне пĕтĕмлетӳ тунă. Ҫемйери йăла-йĕркесене упрас,  йывăр лару-тăрăва кĕрсе ӳкнисене пулăшу парас, ачасене комплекслă пулăшусемпе витĕм кӳрес тĕллевпе ҫулсерен ҫак мероприятине йĕркелеҫҫĕ. Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Ачалăхшăн вунҫул тесе палăртнă мероприятисене тĕпе хурса ҫӳлерех асăннă фонд пуҫласа пĕрремĕш ҫакăн йышши конкурса йĕркелесе янă. Мероприяти йĕркелӳҫисемпе конкурс жюрине Раҫҫейри журналистсен пайташĕсем, Раҫҫей Федерацийĕн Федераци пухăвĕн, РФ Обществăлла палата членĕсем, паллă ăсчахсемпе экспертсем хутшăннă.

Конкурса хутшăнма кăмăл тунă ҫынсен хисепĕ нумай пулнин кăтартăвĕпе Чăваш Ен Раҫҫейри чи малта пыракан 20 регион шутне кĕнĕ. Регионти йĕркелӳ комитетне пĕтĕмпе 25 заявка тăратнă, вĕсенчен федераци шайĕнче Чăваш Енри 14 журналистăн ĕҫĕсем тивĕҫлĕ пулнă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев патне Фонд правленийĕн Председателĕнчен Марина Гордеевăран тав ҫырăвĕ килсе ҫитнĕ. Сумлă ертӳҫĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхне ырланă, регионта «В фокусе — детство» журналистсен конкурс  ĕҫне йĕркелесе ирттерме пысăк витĕм кӳнĕшĕн мухтанă, чăннипех те тивĕҫлисем федераци шайĕнче пысăк хисепе илнине ҫирĕплетсе каланă.

Кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе ирттернĕ планеркăра Фондăн Тав ҫырăвне Чăваш Республикин информаци политикин министрне Михаил Анисимова  парса чысланă.  



21 января 2019
11:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter