Тăлăха юлнисене, нумай ачаллă ҫемьесене ҫурт-йĕрпе тивĕҫтерме республика хыснинчен укҫа-тенкĕ юлашки ҫулсенче палăртнă виҫерен чылай нумайтарах уйăраҫҫĕ

Кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăра тăрăх ачасене, ашшĕ-амăшĕ хӳттисĕр юлнисене, нумай ачаллă ҫемьесене хваттерпе тивĕҫтерес ыйтăва тĕплĕн пăхса тухнă.

2018 ҫулта Раҫҫей  Федерацийĕн Вĕренӳ министерствин Килĕшĕвне тĕпе хурса, тăлăхсене хваттерпе тивĕҫтерме федераци бюджетĕнчен субсиди пама 53,5 млн уйăрнă. Республикăра пурăнакан 55 тăлăхăн ҫурт-йĕр ыйтăвне татса пама, республика хыснинчен хушса тӳлеме 3,4 млн пăхса хăварнă. Палăртнă тăрăх, 2018 ҫулта тăлăх ачасене хваттерпе тивĕҫтерме Чăваш Ен бюджетĕнчен 93,1 млн уйăрнă, кăтарту ҫав тери пысăк, Килĕшӳ тунă ĕҫ хутĕнчи 30 хут  та ытларах пулни куҫкĕретех.

Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Алексей Грищенко хăйĕн сăмахĕнче, программăна ĕҫлеттерсе янăранпа 2006-мĕш ҫултан пуҫласа тăлăха юлнă 2004 ачана хваттерпе тивĕҫтернине пĕлтернĕ, 2015–2018-мĕш ҫулсенче – 527 ачана, кăтарту каллех сахал мар, пĕтĕмĕшле шутран 26 процент чухлĕ пысăк.

«Юлашки виҫĕ ҫул хушшинче тăлăхсене хваттерпе тивĕҫтересси курăмлă пулса пырать, кăтарту 20 процент хăпарнă. Палăртмалла, ытларах укҫа-тенкĕ республика бюджетĕнчен тăкакланнă», – хыпарланă вăл.  

Планпа килĕшӳллĕн, 2018 ҫулта тăлăха юлнă 150 ачана хваттерпе тивĕҫтерме йышăннă.  Пĕлтĕр хваттерсем илме пурĕ 110,7 млн тăкакланă (ҫакă мĕнпур палăртса хунă укҫаран пурĕ те 75,5 процент ҫеҫ шутланать).  Укҫа-тенкĕпе вăхăтра усă курманнисем пур-ха, чи пысăк кăтарту Шупашкар хулинче. Хула администрацийĕ хыпарланă тăрăх, вĕсем пĕр хутчен ҫеҫ мар аукционсем ирттернĕ, анчах кăлăхах. Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче ҫеҫ муниципаллă контракта алă пуснă, 29 хваттер илмелли пирки ĕҫ хутне ҫирĕплетнĕ.   Хваттер тивĕҫтерекен ҫурта вăхăтра хута ярайман. (Объектра лифтсем ҫук). Палăртнă тăрăх, кăҫал кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче объекта туллин пурнăҫа кĕртме йышăнса хăварнă.

2019-мĕш ҫулта тăлăх ачасене ҫурт-йĕрпе тивĕҫтерме 105 млн пăхса хăварнă. Палăртмалла, вĕсенчен 54,6 млн федераци хыснинчен, 50,4 млн вара республика бюджетĕнчен. «Хушса тӳлемелли укҫа виҫинчен республика 14 хут ытларах та тăкакланать. 102 ачана хваттер парса тивĕҫтерме плана кĕртнĕ», –  тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Алексей Грищенко.  Кунсăр пуҫне Строительство министерстви 50 млн хушса тӳлемелли пирки ыйтупа та тухнă тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май,  47 ҫыннăн хваттер ыйтăвне татса пама май пулĕ тесе сăмаха вакланă министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.

Нумай ачаллă ҫемьесене хваттерпе тивĕҫтерессипе йышăннă программăна тĕпе хурса, юлашки виҫĕ ҫул хушшинче регион бюджетĕнчен сахал мар тăкакланнă, енчен те маларахри ҫулсенче пурĕ те нумай ачаллă 23 ҫемьене кăна хваттерпе тивĕҫтернĕ пулсан, халĕ вара палăртма кăмăллă, 34 ҫемьен ҫурт-йĕр ыйтăвне татса панă тенĕ вăл.

2019 ҫулта республика хыснинче хваттер ыйтăвне татса пама ҫӳлерех асăннă категорири ҫынсене валли 100 млн пăхса хăварнă. 2018-мĕш ҫулхинчен кăтарту каллех пысăк, 1,6 хут нумайрах пулни куҫкĕретех.      

Планеркăра паян йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те чарăнса тăнă. Укҫа-тенкĕпе вăхăтра тата эффективлă усă курса пымаллине уйрăммăн палăртса каланă. «Хваттерсен пасарти хакĕ ӳссех пырать. РФ саккунĕнче ҫирĕплетсе хăварнă йĕркесенчен самай урăхларах, ҫавăнпа та хăш-пĕр чухне кĕтменлĕхсем сиксе тухаҫҫĕ», –  тенĕ Алексей Грищенко.   

Нумай ачаллă ҫемьесене, тăлăха юлнисене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче хваттер ыйтăвне епле татса пани пирки ыйтусене ҫирĕп тĕрĕслеве илме хушнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Нарăс уйăхĕ вĕҫлениччен конкурссене йĕркелесе ирттермелле, енчен те вăхăтра укҫа-тенкĕпе усă курса пырас тетĕр пулсан палăртнă регион Ертӳҫи ҫирĕппĕн асăрхаттарса. Пуш уйăхĕ вĕҫлениччен муниципалитет контракчĕсене алă пусса ҫирĕплетмеллине чĕнсе каланă.

«Бюджетран куҫакан укҫапа вăхăтра тухăҫлă усă курма пĕлмелле, ачасен ырлăхĕшĕн пурин те ҫине тăрсах ĕҫлемелле. Енчен те муниципалитет тĕллевлĕ укҫапа усă курса юлаймарĕ пулсан, тăлăхсем нуша курĕҫ.  2019 ҫулта пăтăрмахсем кăларса тăратмалла мар, пурин те яваплăха туйса ĕҫлемелле», –  тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  



21 января 2019
16:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter