Электронлă майпа патшалăх пулăшăвĕсене тивĕҫтерессин кăтартăвĕ Чăваш Енре ӳссех пырать

 Кăрлач уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри – патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене электронлă майпа тивĕҫтересси.

Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин 2024-мĕш ҫулсем валли лартнă тĕллевсемпе килĕшӳллĕн, патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене халăха 90 процента ҫити электронлă майпа тивĕҫтермелле.

2018-мĕш ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене тишкернĕ тăрăх, регионта кăтарту 74 процента ҫитнĕ. Федераци йышăннă планран пирĕн республикăра чылай лайăхрах. Пĕлтĕрхи ҫул 3,43 млн ытла ыйтăва электронлă майпа халăха тивĕҫтернĕ. 2017-мĕш ҫулхипе пăхас пулсан, ҫитĕнӳ самай, 32 процент пысăк пулни куҫкĕретех.

Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов пĕлтернĕ тăрăх, 2019-мĕш ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне илес пулсан та, халăх электронлă майпа патшалăх  тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе усă курнин кăтартăвĕ хăпарнă. Тишкерӳ тунă хыҫҫăн ҫакă паллă, 708,5 пин ҫын ӳсни куҫкĕретех тенĕ министр. Республикăра ятарлă центрсем сахал мар, кăтарту 240 ҫитнĕ. 2018 ҫулта пурĕ 59 ҫĕнĕ центр хута янă.

НФЦра граждансене тĕрлĕ пулăшусене электронлă майпа тивĕҫтерме ҫав тери меллĕ, ҫынсем черет тăрса вăхăта сая ямаҫҫĕ, пуҫлăхсемпе тĕл пулса, вĕсене ырлăх та туманни сисĕнет, коррупци тăвасран та сахал мар пăрать тенĕ вăл сăмаха тăсса.

«Ҫирĕп йĕрке кулленех ылмашăнса пырать. Пысăк технологи вăй илет. Апла пулсан, специалистсен тавракурăмлăхне ӳстерсе пыма тивет, паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе ĕҫлес тесен, пĕлӳ шайне те ӳстермелле», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Сăмах май, Чăваш Республикин Информаци политикин министерствине вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене ҫĕнĕлĕхсене пурнăҫа кĕртсе пыма пулăшу пама чĕнсе каланă.  

Паян планеркăра Кăшарни уявĕ пирки те чарăнса тăнă пуҫлăхсем.

Чăваш ЕНри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тесе, ятарлă специалистсем – 453 ҫын кунĕ-ҫĕрĕпе граждансем шыва кĕнĕ вырăнсенче сыхă тăнине хыпарланă, 113 техника та хатĕр тăнине пĕлтернĕ. Пурĕ регионта шыва кĕмелли ятарлă 134 вырăн тирпейленĕ. Мĕнпур служба тивĕҫлĕ хурал тăнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. Васкавлă пулăшу паракан специалистсем ҫынсене кирлĕ пек сĕнӳсемпе пулăшнине, вакка кĕнĕ чухне ҫирĕп йĕркесене пăхăнма чĕнсе каланă. 2019 ҫулта Кăшарни уявĕнче 25 пин ҫын хутшăннă, кăлтăксем пулманнине асăннă вăл.   

Планеркăра Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра иртнĕ Гайдар форумĕ пирки каласа панă, вĕренӳ пайне инвестици хывассипе курăмлă ĕҫлемеллине палăртнă.  

Чăваш Енри вĕренӳ пайĕ Раҫҫейри чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан 20 регион шутне кĕнĕ. Пирĕн республикăри ачасем час-часах тĕрлĕ конкурссене, олимпиадăсене хутшăнаҫҫĕ, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăраҫҫĕ. «Сахал мар укҫа тăкма пулать, анчах та тепре чухне кăтартусем пысăк пулмасан  – усси ҫук. Пирĕн республикăра кун пек мар, укҫа пĕтернине кура, ҫитĕнĕвĕ те пур, яшсемпе-хĕрсем ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче, регион чысне ҫӳллĕ шайра тытса пырса, хăйсен пултарулăхне кăтартса пама пĕлеҫҫĕ. Ку вара чи п ахи», –  тенĕ хăйĕн сăмахĕнче республика Пуҫлăхĕ.  

Ирхи апатлану вăхăтĕнче ирттернĕ уҫă калаҫура вĕренӳ пайне инвестици хывассипе ҫыхăннă ыйтусене тарăн пăхса тухнине пĕлтернĕ.  Вĕренӳ тытăмне витĕм кӳрекен ыр кăмăллăх фончĕсем сахал мар, пирĕн те предпринимательсемпе тачăрах ĕҫлесе пымалла тесе каланă Михаил Игнатьев.  «Ростех» патшалăх корпораци представителĕсемпе уҫă калаҫу ирттернĕ чухне, вĕренӳ пайĕ валли пысăк квалификациллĕ специалистсене хатĕрлесе кăларассипе ҫыхăннă ыйтусем тавра та канашланине хыпарланă Пуҫлăх.

Тĕслĕх вырăнне илсе, Канашри транспортпа энергетика техникумĕ  «Транснефть» – АО «Транснефть-Прикамье» пысăк организаципе килĕшсе тачă ҫыхăнса ĕҫлени пирки чарăнса тăнă. Ҫулсерен предприяти техникума пысăк тĕрев парать, ыр кăмăллăх акцисемпе килĕшӳллĕн пулăшу пама тăрăшать, лайăх вĕренекен студентсене кăштах та пулин стипенди тӳлеме укҫан пулăшу куҫать.  Техникумăн пурлăхпа техника бази те пуянланать, условисем ырă енне куҫсах пыраҫҫĕ.  Ытти ыйтусем пирки те тарăн сӳтсе явнă. «Ăслă хула»  тата «Хăрушлăхсăр хула» проектсем лайăх пурнăҫа кĕрсе пыраҫҫĕ.  Республикăра пысăк технологиллĕ проектсем вăй илсе пыни куҫкĕретех.

Медицина ыйтăвĕ те кун йĕркинчех тăнă. Учрежденисене хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан медицина хатĕрĕсемпе пуянлатаҫҫĕ. Ядерлă медицина регионта хута ярас ыйту пĕлтерĕшлĕ. Шыҫă чирĕсене маларахри тапхăрсенчех тупса палăртма май паракан пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсене ĕҫлеттерессишĕн специалистсем тăрăшаҫҫĕ

«Кун пек центр нихăш регионта та ҫук. Маларахри тапхăрсенче ют ҫĕршывсене кайса халăх сипленнĕ пулсан, паян палăртма кăмăллă республикăрах сывалаҫҫĕ. «Ростех» импорта улăштарассипе питĕ лайăх ĕҫлет.  Пирĕн регионти медицина ҫĕнĕ шая тухать, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать», – тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  



21 января 2019
18:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter