Чăваш Ен тĕп хулинче шыв тытăмне вăй илтерсе аталантарма ҫĕршыври Ҫĕнĕ банк сахал мар укҫа уйăрĕ

Кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ. Унта вăл Раҫҫей Федерацийĕн Правительстви йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, ҫĕршыври хуласенче шыв ыйтăвĕсене татса пама проект хакне саплаштарма укҫан тĕрев парассине хыпарланă.  Вăл тĕллевпе, Раҫҫей Федерацийĕпе БРИКС аталантаракан Ҫĕнĕ банк хушшинчи Килĕшĕве тĕпе хурса, 320 млн США долларпа тивĕҫтересси паллă. Ăна каялла тавăрса памалли тапхăр, 20 ҫул тăсăлĕ. Енчен те палăртнă проектсем тĕллевлĕн пурнăҫа кĕрсен, хулара пурăнакансене паха шывпа тивĕҫтерме меллĕ пулĕ, экологи ыйтăвне татса пама шăп та шай, тăван тавралăха та сахалтарах сиен кӳрĕ.

Ҫак кунсенче Раҫҫей Федерацийĕн Строительство министерствинче проекта хутшăнма кăмăл тунă хуласем хушшинче йĕркеленĕ конкурс ĕҫне тишкерӳ тунă.  Проект ĕҫĕсене тарăн пăхса тухас тĕллевпе, Ҫĕнĕ банк эксперчĕсем  Атăлҫи тăрăхне кĕрекен регионсенче пулнă, вăл шутран Чăваш Енре те.  Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тунă тăрăх, ҫакă паллă: ҫĕнтерӳҫĕ ята Иваново, Дзержинск, Шупашкар, Рыбинск, Волжский хуласем тивĕҫнĕ.  

«Ҫĕнĕ банк аталанăвĕн проекчĕпе килĕшӳллĕн, Шупашкарта пĕлтерĕшлĕ 10 проект пурнăҫа кĕме пултарать.  Чăнласах та, Чăваш Республики 4 млрд. тивĕҫĕ.  Кредитсене федераци бюджетĕнчен саплаштарса пырĕҫ. Ку ҫав тери паха, пысăк ҫитĕнӳ. Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатма витĕм кӳресси куҫкĕретех», - тенĕ Михаил Игнатьев.  

Конкурс комиссийĕ тишкерӳ тунă чухне, Чăваш Енĕн инвестици илĕртӳлĕхĕ пысăк пулнине экспертсем шута илнĕ, кредитсемпе рейтинг лайăх пулни те витĕм кӳнĕ. Чăваш Республики тăнăҫлă аталанса пыраканнисен шутĕнче тăрать, ҫакă та регионăн тĕп хулине ҫĕнтерӳҫĕ ята илме май панă пулĕ.

Финанспа пĕлсе усă курни, патшалăх умĕнчи парăма пĕчĕклетсе пыни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Шăпах та, ҫак кăтартусем Чăваш Ене инвестици хывма илĕртекеннисем.  Республика Пуҫлăхĕ «Мускав-Хусан» пысăк хăвăртлăхпа илсе ҫӳретме май паракан чукун ҫул магистралĕ пирки те сăмах хускатнă.  Хальхи вăхăтра проект хакĕ 621,5 млрд танлашать.  Вĕсенчен 200 млрд федераци хыснинчен тăкакланма плана кĕртнĕ тата 200 млрд. «РЖД» АУО саплаштарĕ. Ҫак ĕҫе пурнăҫа кĕртме Германи, Китай предприятийĕсем те витĕм кӳресси планра пур.   

«2020-мĕш ҫулта строительство ĕҫĕсем пуҫланĕҫ. 2024-мĕш ҫулта пĕрремĕш объект хута кайĕ.  Чăваш Республики урлă выртакан чукун ҫул 4 муниципалитет пĕрлешĕвне пырса тивет», - тесе хыпарланă паян ларура Михаил Игнатьев.        



22 января 2019
15:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter