Патшалăх витĕмлĕхĕпе Чăваш Енре органикăллă ял хуҫалăхĕ аталанса пырĕ

Кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ĕҫе пухăннисем Чăваш Республикинче ял хуҫалăхне аталантарассипе йышăннă саккуна ҫĕнĕлĕх кĕртни пирки калакан проекта пăхса тухнă, ырласа хăварнă. Ĕҫ хутне Раҫҫей Федерацийĕн саккунне тĕпе хурса хатĕрленĕ.

Чăваш Республикин ял хуҫалăх министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Татьяна Рябинина хăйĕн сăмахĕнче регионта органика таварĕсене тирпейлесе кăларакан предприятисене патшалăх енчен тĕрев куҫма пултарасса асăннă.

«Ӳсен-тăран культурине акса ҫитĕнтернĕ чухне гербицит хатĕрĕсемпе усă куриччен, органика таварĕсене ытларах пурнăҫа кĕртсе пыма тăрăшмалла.  Хурт-кăпшанкăна хирĕҫ кĕрешме меллĕ», тесе ăнлантарса панă Татьяна Рябинина.  

Паянхи куна илес пулсан, тĕнчери рынокри таварсенчен пурĕ те Раҫҫейри имҫамламалли хатĕрсем 0,2 процент ҫеҫ йышăнаҫҫĕ.

 Раҫҫей Ял хуҫалăх министерстви палăртнă тăрăх, ҫĕршывра 10 млн га ытла ҫĕр лаптăкне пусă ҫаврăнăшне кĕртме план тунă.  Вĕсене нумай ҫулсем хушши удобрени сапса пулăшман, тăпран пурлăхĕ те айванланни куҫкĕретех.     

Республикăри ял хуҫалăх пайĕшĕн органика таварĕсене ытларах сарасси пĕлтерĕшлĕ ыйту пулса тăмаллине асăннă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

«Паянхи пурнăҫ таппинче халăх экологи енчен таса ял хуҫалăх таварĕсене ыйтать», палăртнă регион Пуҫлăхĕ. «Саккуна йышăнсан, ял хуҫалăх производствинче комплекслă ĕҫсем йĕркелемелле. Хула таврашĕнче таварсене халăх патне илсе ҫитерме условисем йĕркелесе тăратмалла ",   тенĕ Чăваш Республикин Ертӳҫи.

 



22 января 2019
12:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter