Чăваш Енре йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ пĕлтĕр 8 процента яхăн пĕчĕкленнĕ

За 2018 год общее количество преступлений в Чувашии сократилось почти на 8%Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи Шалти ĕҫсен министерствин ĕҫтешĕсен анлă ларăвне хутшăннă. Ларăва пухăннисем 2018-мĕш ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене тишкернĕ, кăҫалхи ҫул валли палăртнă ҫĕнĕ тĕллевсем пирки чарăнса тăнă.

Пĕлтĕр регионта йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ 7,6 процент чухлĕ пĕчĕкленнĕ тесе хыпарланă Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министрĕ Сергей Неяскин генерал-майор. Йывăр преступлени тунисен, хваттерсенчен пурлăхсене илсе тухнă тĕслĕхсен шучĕ сахалланнă.

Ҫын вĕлернисен шучĕ икĕ хут та пĕчĕкленнĕ. Обществăлла вырăнсенче те йĕрке пăснă тĕслĕхсем чакнă тенĕ министр.  Атăлҫи федераци округне кĕрекен регионсем хушшинче пирĕн республикăна илес пулсан - лăпкă, лару-тăру япăх марри куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Сергей Неяскин министерство умне лартнă тĕллевсем пирки каласа панă, ытти регионсен паха ĕҫ опытне те тĕпе хума ыйтнă хăйсен ĕҫтешĕсенчен.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев шалти ĕҫсен органĕнче вăй хуракансене хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫласа пынăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă, тухăҫлă ыйтусене татса панăшăн ырланă. Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси приоритетлă тĕллевсенчен пĕри. Ку енĕпе ытти субъектсем хушшинче Чăваш Ен ырă енпе палăрса тăнине асăннă Чăваш Ен Ертӳҫи.

Сăмах май, Михаил Игнатьев ҫул-йĕрсем ҫинчи пăтăрмахсем пирки те чарăнса тăнă, граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тĕллевпе пурнăҫланă ĕҫсем пирки каласа хăварнă. 2012-мĕш ҫулхи  ĕҫ кăтартăвĕсене илес пулсан, ҫулсем ҫинче пулнă инкексенче вилнĕ ҫынсен шучĕ 40 процент чухлĕ чакнă тесе ырă хыпара каланă министр. «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» федераци программипе килĕшӳллĕн регионта сахал мар курăмлă ĕҫсем пурнăҫланине асăннă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Право хуралĕнче тимлекенсен пурлăхпа техника базине пуянлатнă, ятарлă учрежденисенче тĕпрен юсав ĕҫĕсене ирттернĕ, Чăваш Республики пĕрлештернĕ хыснинчен сахал мар укҫа тăкакланă. Шкулсемпе ача сачĕсенче металлодетекторсем вырнаҫтарнă. Ял тăрăхĕсенче пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланать. «Хăрушлăхсăр хула» программăна тĕпе хурса комплекслă аппарат-программисене вырнаҫтарасси те планра пур. Хальхи вăхăтра «Ростех» ПК пĕрле килĕшсе ĕҫлеҫҫĕ, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерес тесе тăрăшаҫҫĕ.  "Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявласси çинчен" калакан Указа  тĕпе хурса регионта сахал мар мероприятисем пулĕҫ, ун чухне шăпах та граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерс ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрмалла тесе чĕнсе каланă Чăваш Ен Ертӳҫи.

Чăваш Енри шалти ĕҫсен министерствин ĕҫне Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский, Раҫҫей Федерацийĕн Следстви Комитечĕн Чăваш Енри тĕп Управленийĕн ертӳҫи  Александр Полтинин, Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев пысăка хурса хакланă.

Раҫҫей Федерацийĕн Шалти ĕҫсен министерстви лартнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртме пысăк витĕм кӳнĕшĕн, Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева, Раҫҫей Федерацийĕн ШĔМ Хисеп грамотине парса чысланă.

Торжествăлла пулăмра Канаш хулинчи, Каҫал енпе Улатăр районĕсенчи шалти ĕҫсен пайĕнче ĕҫлекенсене пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнăшăн Чăваш Республикин тав ҫырăвне парса хавхалантарнă.  

Фоторепортаж



22 января 2019
16:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter