Кăҫалхи ҫулталăк тата 2020-мĕш ҫул пирĕн республикăшăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ, Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитет

Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне ҫуллен яракан Ҫырăвĕпе паллаштарчĕ.  Ҫырура региона аталантарас ҫул-йĕрпе, республикăри Правительство, Патшалăх Канашĕ, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен умри тĕп ыйтăвĕсене палăртрĕ.  Ĕҫ хутне хатĕрленĕ чухне йăлана кĕнĕ йĕркепе Чăваш Енре пурăнакансен, общество организацийĕсен, граждан обществин институчĕсен представителĕсен шухăшĕсене, сĕнĕвĕсене шута илнĕ.

 Кăҫалхи ҫулталăк тата 2020-мĕш ҫул пирĕн республикăшăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. "Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявласси çинчен" калакан Указа Раҫҫей Президенчĕ алă пусса ҫирĕплетнĕ, ăна  тĕпе хурса сахал мар анлă мероприятисене плана кĕртсе хăварнă.

 Юбилей ҫав тери паллă пулăм. Халăхăн иртнĕ кун-ҫулне анлăн тишкерме май парать, тĕллевсене палăртма хистет, пулас ăрушăн тивĕҫлĕ йышăнусем тума пулăшать.  

550 ҫул хушшинче Чăваш Республикин тĕп хули Шупашкар пысăк промышленноҫ центрĕ пулса тăчĕ. Атăлҫи тăрăхĕн культура  пайĕ, вĕренӳпе наука центрĕ тесен те йăнăш мар.  

Аграриллĕ Чăваш Ен индустри центрĕ, ҫĕршывăн электротехника хăвачĕ пулса тăчĕ.

«Палăртса калатăп, Чăваш Ен Аслă Раҫҫейĕн уйрăлми пайĕ шутланать.  Пирĕн халăх историне, йăла-йĕркесене тĕпе хурса упраса пырать. Республикăн пуян историйĕ шăпах та, ҫаксене ҫирĕплетсе парать», — тенĕ Михаил Игнатьев.

Ҫĕршыв картти ҫинче пирĕн Чăваш автономи облаҫĕ обществăлла-политика лару-тăрăвĕ ҫирĕпленнĕ тапхăрта йĕркеленнĕ.  Кĕске вăхăтрах йăх-несĕлĕмĕрсем чир-чĕрсене парăнтарнă, вĕренӳ пайне аталантарнă, социаллă пулăшусем пама тытăннă, индустрине вăй илтернĕ.

Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫи вăхăтĕнче Чăваш Ен ҫав тери пысăк ыйтусене татса панă, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ производствăсем ҫĕкленĕ, предприятисене хута янă, фронта кирлĕ пек таварсене тирпейлесе тăратнă, планран чылай пысăкрах кăтартусемпе ĕҫленĕ.  

Ҫурт-йĕр ҫĕклессипе, социаллă культура пайне ҫĕнетессипе чылай тăрăшнă вĕсем.  Халăха хваттерсемпе тивĕҫтересси аван пулса пырать хулара, шкулсенче, ача сачĕсенче условисем лайăхланса пыни те куҫкĕретех.  

«Паян, пирĕн атте-аннемĕрсем туса хăварнă ĕҫсене кăна малалла тăсса пымалла мар, пурнăҫ таппипе тӳр килсе ĕҫлесе пымалла.  Юбилейсене халалласа эпир тĕллевлĕн ĕҫлетпĕр, ҫитĕнӳсем те ҫук мар. Халăхăн пурнăҫ условийĕ лайăхланни чи пысăк кăтарту.  Ҫĕршыв экономикине аталантарас ĕҫе те пирĕн регион пысăк витĕм кӳни куҫкĕретех. Пирĕн тĕллевсене пурнăҫлама вăй-халăмăр та ҫителĕклĕ, кăмăлсем те пур, ресурссем хăватлă. Тĕп пуянлăх халăхăн йăли-йĕрки, пуян ĕҫ опычĕ, кăмăл-туйăм хăвачĕ пысăк пулни»,  тенĕ Михаил Игнатьев.  

Пирĕн пĕрлĕх, пуласлăх ҫине шанчăклăн пăхни, паха ĕҫ опычĕ – пурнăҫра лартнă тĕллевсене тӳрре кăларассин тĕп никĕсĕ пулса тăраҫҫĕ, пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма пулăшакан майсем!  

 Юлташсем! Эпир кăҫал   чăвашсен паллă поэчĕ Михаил Ҫеҫпĕл   ҫуралнăранпа 120 ҫул ҫитнине паллă тăватпăр. Вăл пире ҫапла чĕнсе каланă:

Хастарлă хыт утăмлă пулăр,

Ҫĕршывăн хастар ачисем,

Вут кайăклăн вĕҫĕр, ан юлăр,

Ан юлăр кун-ҫул уттинчен!



23 января 2019
15:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter