Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн членĕсем Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Ҫырăва хаклаҫҫĕ

 Вадим НИКОЛАЕВ, Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ:

— Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевăн пысăк паха ĕҫ опытне пула, республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн  ыйтăвĕсене туллин татса пани куҫкĕретех. Регион Ертӳҫи мĕнпур ыйтусене пĕлет, йывăрлăх кăларса тăратма пултараканнисене те вăхăтра тĕрĕслеве илсе ҫирĕп татса парать. Палăртма кăмăллă, Чăваш Республики паха ĕҫ опычĕпе, ҫитĕнӳсемпе Раҫҫей Федерацийĕн ытти  регионĕсем хушшинче малти вырăнта тăни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Раҫҫей Федерацийĕн тĕрлĕ министерствисемпе Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко Чăваш Республикин ĕҫ кăтартăвĕсене яланах пысăк хак параҫҫĕ. Чăваш Ен конкурссене час-часах хутшăнать, малти вырăна тухса грантсене тивĕҫет, федераци енчен хушма укҫа-тенкĕ илет.  Халăх республика Пуҫлăхне хисеплет, ун тавра чăмăртанса ĕҫлет, унпа пĕрле ҫынсен ырлăхĕшĕн тăрăшать. Ҫакăн пек яланах пулнă, малашне те пулĕ.  

Леонид ЧЕРКЕСОВ, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ:

— Çыру тулли, пуян пулнине, республика Пуçлăхĕ унта уçăмлă тĕллевсем лартнине палăртас килет. Чи малтанах, паллах, халăхăн пурнăç пахалăхне ӳстерме, ĕç тухăçлăхне, шалăва пысăклатма республикăн инвестици климатне лайăхлатса пымалла. Çапла майпа вĕрентӳ, сывлăх сыхлавĕ, ытти тытăм ăнăçлă аталанма хушма хăват илĕç. Михаил Васильевич çивĕч кашни ыйтупа уйрăммăн калаçрĕ. Çак шутра экологипе çыхăннисем те пулчĕç. Чăваш Ен çӳп-çап ыйтăвне пуринчен малтан татса панă регионсен йышне кĕме пултарчĕ. Пирĕн хальхи йышши полигон пур, Питтукасси ялĕ çывăхĕнчи çӳп-çап купинчен тасалтăмăр. Сывлăх сыхлавĕн тытăмне хушма укçа-тенкĕ уйăрассине те кăмăлпа итлерĕм. Çапла майпа ялсенче çĕнĕ ФАПсем хута кайĕç, тĕп хулари юн тымарĕсен, шыçă чирĕсен центрĕсене çĕнетсе пуянлатĕç, ача-пăча больницисене юсĕç. Çырура Михаил Васильевич пĕчĕк ачасем вилнин кăтартăвĕсене пĕчĕклетме тĕллев лартрĕ. Çавăн пекех вĕрентӳ ĕç-хĕлĕн, уйрăмах пысăк квалификациллĕ кадрсене хатĕрлессине, лайăхлатмаллине палăртрĕ. Çак тĕллевсене ăнăçлă пурнăçа кĕртме пултаратпăр тесе шухăшлатăп.

Николай МАЛОВ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ:

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Çырура пурнăçăн пĕтĕм сферине пырса тивекен ыйтусене хускатрĕ. Эпир, Патшалăх Думин депутачĕсем, республика Правительствипе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕн сĕнĕвĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе пĕрлехи ĕçе хутшăнма хатĕр. Михаил Игнатьев йывăрлăхсемпе çыхăннă ыйтусем пирки те каламасăр хăвармарĕ. Коррупци, социаллă тĕрĕслĕх, общество тăнăçлăхĕ — çак тата ытти ыйту паян нумайăшне хумхантарать. Республика Пуçлăхĕ агропромышленноç комплексĕ пирки те нумай каларĕ. Экологи, йăлари хытă каяшсене пуçтарассипе турттарса тухассин, амăшлăхпа ачалăх институтне пулăшассин ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Тĕллевсене палăртнă, эппин, ĕçлемелле! 

Алена АРШИНОВА, РФ Патшалăх Думин депутачĕ:

Паянхи кун пĕтĕм регион Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн указĕсене пурнăçа кĕртес тесе тăрăшать. Çак указсем питĕ анлă, вĕсенче пысăк тĕллевсем палăртнă. 12 наци проекчĕ валли пысăк укçа — 13 триллион тенкĕ — хывнă. Михаил Игнатьев Çырура вĕрентӳпе ăслăлăх пирки нумай каларĕ. Экономикăна аталантарас тесен ăслă çынсем кирлĕ. Экономика тарăн пĕлӳллĕ тата сывлăхлă çынсем пулсан çеç ӳсĕ. Çавăнпа сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ валли укçа нумай уйăраççĕ. Чăваш Ен питĕ лайăх та пысăк тĕллевсем лартать. Федераци шайĕнче те нумай чухне эпир рейтингсен топне лекме пултарнинчен тĕлĕнеççĕ. Кунта Чăваш Республики федераци укçине, грантсене, бюджетпа çыхăнман ытти инвестицие явăçтарма пĕлнине палăртса хăвармалла. Çавăнпа ĕнтĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе эпир хамăр ума лартнă тĕллевсене пурнăçлаятпăр. Пирĕншĕн çынсем мĕн туйни пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем наци проекчĕсем «çĕр çинчисем пулнине» курасшăн. Çынсем ăнланман цифрăсем пулмалла мар вĕсенче. Вĕрентӳпе наука пирки калас тăк — йăлтах ăнланмалла: çĕнĕ ача сачĕсем тăватпăр. Çывăх вăхăтра 17 ача сачĕ хута ямалла. Вĕсен строительстви валли пысăк укçа илтĕмĕр. Çĕнĕ шкулсем те хăпартатпăр. Республика пĕр команда пек ĕçлет, софинансировани валли укçа тупать. Эпир пĕтĕм проектра хамăра лайăх енчен çеç кăтартатпăр.



24 января 2019
09:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter