Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Елена Бадаевăна депутат еҫĕпе предприяти ĕҫ-хĕлне тухăҫлă йĕркелесе пынăшăн тав тунă

Михаил Игнатьев поблагодарил Елену Бадаеву за социально ответственный бизнес и эффективную депутатскую деятельность Кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе, «Чебоксарский хлебозавод № 1»  ТМЯО ертӳҫипе Елена Бадаевăпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче предприяти ертӳҫи хăш-пĕр ҫитĕнӳсем пирки каласа кăтартнă, тĕллевсемпе паллаштарнă.

«2018-мĕш ҫулăн ĕҫ кăтартăвĕсем тăрăх, организаци 14,5 пин тонна тавар тирпейлесе кăларнă, 602 млн ытла тупăш илнĕ. Ҫăкăр пĕҫерекен завод «Калач» хушма предприяти хута янă.  Шупашкарти предприятийĕн таварĕпе халăх питĕ кăмăллă», – тенĕ организаци ертӳҫи.

Елена Бадаевăна, халăх кăмăллать кулленех депутат ĕҫне пурнăҫласа пыма шанса суйлать. Паллă ентешĕмĕр патшалăх наградисене те сахал мар тивĕҫнĕ,  Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ ята та илнĕ.  

«20 ҫул ытла ыр кăмăллăх акцисене хастар хутшăннă,  мероприятисене ирттерме 33 млн тăкакланни те никамшăн та вăрттăнлăх мар», – хушса каланă Елена Бадаева.

 Шкулсемпе, сиплев учрежденийĕсене, спорта та сахал мар тĕрев параҫҫĕ вĕсем. Предприятире ĕҫлесе хисепе тивĕҫнĕ ветерансене те пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ. Хăйсен предприятийĕнче ĕҫлесе тивĕҫлĕ канăва тухнисене кăҫалтан пуҫласа «Республика» хаҫата тӳлевсĕр ҫырăнса панă. Пĕр сăмахпа каласан, депутат халăхшăн тăрăшни куҫкĕретех.

50 ҫул ытла ĕҫлекен сумлă ертӳҫĕне – Елена Бадаевăна регион Пуҫлăхĕ мухтанă, халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа яваплăха туйса ĕҫленĕшĕн  тав тунă.  Предприяти тирпейлесе кăларакан таварсен хакĕ чăнласах та, пысăк шайра тесе хакланă регион Ертӳҫи. 

«Социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕҫсем сахал мар пурнăҫлать предприяти.  Таса, уҫăмлă ĕҫлет. Налуксене те вăхăтра тӳлесе пыраҫҫĕ вĕсем. Коллектив маттур, ĕҫчен», – каланă  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

«Саккунсем йышăнас тапхăрта та яланах эсир хăвăр шухăшăра палăртма пĕлетĕр, халăх ырлăхĕшĕн пулнисемпе килĕшетĕр», – тесе  палăртнă депутатăн ĕҫне хакланă май регион Ертӳҫи.

Фоторепортаж



24 января 2019
13:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter