Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей студенчӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ туссем!

Сире Раҫҫей студенчӗсен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп

Студентсем яланах иксӗлми хастарлӑхпа, пултарулӑхпа тата пӗлӳ патне туртӑннипе уйрӑлса тӑнӑ. Ку вӑл халӗ те ҫаплах. Эсир мал ӗмӗтлӗ шухӑшсемпе ҫунатланатӑр тата яланах ҫӗннине шыратӑр.

Чӑваш Ен Патшалӑх Канашне янӑ манӑн «Ҫамрӑксене шанмалла!» пӗрремӗш Ҫырура эпир этем капиталне аталантарасси пирӗн патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри пулнине палӑртрӑмӑр. Ҫамрӑксене хӑйсен пултарулӑхне пурнӑҫра туллин уҫса пама пулӑшакан лайӑх майсем туса хурас тӗлӗшпе маларах ҫирӗплетсе хӑварнӑ тӗллевсем ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланаҫҫӗ.

 Чӑваш Енре тӗрлӗ отрасль валли кадрсем вӗрентсе хатӗрлекен вӗренӳ учрежденийӗсен анлӑ тытӑмӗ ӗҫлет. Пысӑк технологиллӗ компетенцисене алла илессине, вӗсем республикӑра та, Раҫҫейӗн ытти регионӗнче те питех те кирлӗ, уйрӑмах пысӑк тимлӗхпе пӑхатпӑр.

Хисеплӗ студентсем! Ӑс-хакӑлпа пултарулӑх вӑй-хӑвачӗ, ҫамрӑк­лӑх, хастарлӑхпа пуҫарулӑх, тӗнчене улӑштарма ӑнтӑлни сире хӑвӑр ӗмӗтӗрсемпе пысӑк тӗллевӗрсене пурнӑҫлама тата тӑван ене хӑват­лӑн малалла аталантарма пулӑшасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Хӑвӑр умӑрта уҫӑлакан мӗнпур лайӑх майпа вырӑнлӑ усӑ курма тӑрӑшӑр! Сире ҫирӗп сывлӑх, вӗренӳре ҫитӗнӳсем, пурнӑҫра пултару­лӑхӑра туллин уҫма, илӗртӳллӗ ҫӗнӗлӗхсем тата ҫутӑ пулӑмсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                         Михаил Игнатьев



25 января 2019
07:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter