Раҫҫей студенчĕсен кунĕ умĕн «Шупашкар – Арена» пăр керменĕнче хоккейла выляссипе юлташла матч пулса иртнĕ

Накануне Дня российского студенчества состоялся товарищеский матч межу командой Правительства Чувашии и студенческой сборной республикиКăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче Раҫҫей студенчĕсен кунĕ умĕн хулари «Шупашкар Арена» пăр керменĕнче хоккейла выляссипе юлташла матч пулса иртнĕ. Ку хутĕнче пăр ҫине Чăваш Республикин Правительствипе республикăри студентсен пĕрлештернĕ ушкăнĕ тухнă.

Министрсен Кабинечĕн туслă хоккей ушкăнне яланхиллех Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă.

Студентсен командинче регионти аслă шкулсенче вĕренекен хастар яшсем. Вĕсем: И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн команди «Мамонты – ЧГУ», Чăваш патшалăх ял хуҫалăх академийĕн ушкăнĕ  «Академия», Шупашкарти кооператив институчĕн хастарĕсем «Коопер» тата Раҫҫей Федераци Президенчĕ ҫумĕнчи халăх хуҫалăх тата патшалăх службин Раҫҫей академийĕн «С.К.А.Л.А» хоккей ăстисем.  

Пухăннă ентешсене чи малтан Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. Пурне те сывă пурнăҫ йĕркине тытса пынăшăн тав тунă, спорта юратнăшăн мухтанă. Курма пыракансене хаваслă кăмăл-туйăм пĕрне-пĕри парнелеме чĕнсе каланă.    

Ăмăртусем ҫав тери хĕрӳ иртнĕ. Ҫамрăксем аслисенчен юласшăн пулман, хăйсен ăсталăхне май килнĕ таран пăр керменĕнче пулнă хоккей ăмăртăвĕнче кăтартса пама тăрăшнă.

Туслăх пур-пĕрех ҫĕнтернĕ, хоккей вылякансем кăмăллă юлнă, куракансем хаваслă туйăмпа таврăннă.    

Фоторепортаж



25 января 2019
08:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter