Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн ĕҫ ушкăнĕн ларăвне хутшăннă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в заседании рабочей группы Госсовета Российской ФедерацииКăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн ĕҫ ушкăнĕн ларăвне хутшăннă. Канашлăва пухăннисем ҫурт-йĕр тытăмне аталантарас, Раҫҫейри хуласен хутлăхне лайăхлатас ыйтусем тавра калаҫнă.

Ларăва Тутарстан Республикин Президенчĕ, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх канашĕн ĕҫ ушкăнĕн ертӳҫи Рустам Минниханов йĕркелесе ертсе пынă.

Чи малтанах кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене тишкериччен, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн пулăшуҫи, РФ Патшалăх канашĕн секретарĕ Игорь Левитин калаҫнă. Раҫҫейри регионсемшĕн пурăнмалли ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас, хула хутлăхне ӳстерес ыйтусем приоритетлă яланах тесе палăртнă.

Ларури тĕп ыйтупа Раҫҫей Федерацийĕн строительство Министрĕ Владимир Якушев тарăн доклад туса панă.   Ҫурт-йĕр рынокне анлăлатассипе РФ субъекчĕсенчен сахал мар кăсăклă ыйтусем, сĕнӳсем пулнине хыпарланă Министр. Ипотека ыйтăвĕ кун йĕркинче ҫивĕч тăрать. Граждансене хваттерсем туянма ипотека илме процент ставкине пĕчĕклетсен вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ вăл сăмаха тăсса. Патшалăх программине тĕпе хурса, ҫынсене ҫĕнĕ ҫурт туянма субсиди парса тĕрев пани те пысăк пĕлтерĕшлĕ.   

Тĕрлĕ сĕнӳсем панă чухне, Чăваш Ен те хăй шухăшне пĕлтернĕ, ыйтусемпе республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тĕплĕн паллаштарса хăварнă. Сăмах май, Ертӳҫĕ нумай ачаллă ҫемьесене тĕрев парасси пирки чарăнса тăнă, ҫĕр лаптăкĕпе тивĕҫтерни те самай аван тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Тепре чухне, палăртнă лаптăксенче инженери инфратытăмĕ пачах та ҫук, ун пек чухне йывăрлăха кĕрсе ӳкеҫҫĕ ҫамрăк ҫемьесем.   Чăваш Ен Пуҫлăхĕ федераци шайĕнче асăннă ҫĕр лаптăкĕсем ҫинче инженери тытăмне аталантарма тĕрев пама сĕнӳ панă.    Енчен те комплекслă ĕҫлесен, федераци тата регион шайĕнче бюджетран пулăшу уйăрсан, ыйту вырăнтан аванах тапранма пултарассине палăртнă вăл.   Ларăва пухăннисем мĕн пур ыйтусене тĕплĕн итленĕ хыҫҫăн, РФ Патшалăх канашĕн президиумĕ валли тĕплĕ ĕҫ хутне йышăнса пăхса хăварнă.

Аса илтеретпĕр, маларахри лару 2018 ҫулта раштав уйăхĕнче иртнĕ. Пурăнмалли ҫурт-йĕр ыйтăвĕ те ун чухне тĕп пĕлтерĕшли пулнă. Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе килĕшӳллĕн ҫурт-йĕр строительствин калăпăшĕ ҫулталăкне 120 млн тăваткал метр пулмалли те кун йĕркинче.

2024-мĕш ҫул тĕлне Чăваш Енре ҫурт-йĕр строительствин калăпăшне 916 пин тăваткал метр чухлĕ ҫитерме плана кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра регионта пурĕ 56 проект строительство енĕпе пурнăҫа кĕрсе пырать.     

Фоторепортаж



25 января 2019
17:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter