Ыран Чăваш Енре Сывлăхпа спорт кунĕ иртĕ

Ыран, кăрлачăн 26-мĕшĕнче, Чăваш Енре Сывлăхпа спорт кунĕ иртĕ. Çак кун çынсем спорт керменĕсене тÿлевсĕрех кĕме пултарĕç.

Ыран районсемпе хуласенче тĕрлĕ ăмăрту йĕркелеме палăртнă. Шупашкарти биатлон центрĕнче, тĕслĕхрен, çемье командисем йĕлтĕр эстафетинче ЧР Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшĕç. 

www.hypar.ru



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
25 января 2019
15:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter