2019 ҫулта Чăваш Енре нумай хваттерлĕ 200 яхăн ытла ҫурта тĕпрен юсĕҫ

Кун пирки паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере ирттерекен планеркăра «Республиканский фонд капитального ремонта многоквартирных домов» организацийĕн генеральнăй директорĕ Олимпиада Епифанова пĕлтернĕ.

Кăҫал программăн планĕ тăрăх, ҫуртсене тĕпрен ҫĕнетсе юсама 782,5 млн тăкакланасси паллă. Хваттерсен хуҫисемпе пĕлтĕр уҫă калаҫусем сахал мар ирттернĕ тесе хыпарланă организацийĕн ертӳҫи.  Объектсем валли проект хатĕрлеме пĕлтĕрех аукционсем ирттернине асăнса хăварнă вăл.

«Мĕн пур ĕҫсене 2019 ҫулта кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне тĕпрен вĕҫлемелле. Малашнехи тапхăрта строительство-монтаж ĕҫĕсене йĕркелеме те аукционсем ирттерме пĕлтерӳ памалла», хыпарланă Олимпиада Епифанова.  

Кирек-епле строительство ĕҫне те хутса ăшăтмалли тапхăр пуҫланиччен вĕҫлемелле тесе асăрхаттарнă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Яваплăха туйса ĕҫлеменнисемпе килĕшӳ хутне тума юрамасть, вĕсене пула халăх кăмăлсăрланать, тепре чухне йывăрлăх та сиксе тухать тенĕ сăмаха тăсса республика Пуҫлăхĕ. Патшалăх ҫурт-йĕр инспекцийĕн Чăваш Енри службин ыйтусене ҫирĕп тĕрĕслеве илмелле, строительство ĕҫĕсен пахалăх шайне тĕрĕслесех тăмалла тенĕ вăл.

Ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫне пурнăҫланăшăн тăкакланассинче халăхăн тӳпи те пур, ăна граждансем вăхăтра татса пынипе пыманнипе кăсăкланă Ертӳҫĕ.  2019 ҫул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 2 740,1 млн тӳленĕ, вăл 85 процентпа танлашать. Республика Пуҫлăхĕ укҫана тӳлемен граждансене епле явап тыттарни ҫинчен ыйтса пĕлнĕ ятарлă служба ĕҫченĕсенчен.  Паянхи куна илес пулсан, 100 млн тенкĕ шыраса илме суда ĕҫ хучĕсене тăратнă тесе хыпарланă «Фонд капремонта» гендиректорĕ. 2018 ҫулта 20 пин ытла ҫемье хăйсен парăмне парса татнă тесе сăмаха малалла тăснă Олимпиада Епифанова.  Хальхи вăхăтра республикăра виҫĕ ҫуллăха йышăннă васкавлă план пурнăҫа кĕрсе пырать. 20182020-мĕш ҫулсенче вăл ĕҫе туллин пурнăҫламалла. Кĕске вăхăт хушшинче тĕпрен юсав ĕҫне йĕркелемелли плана пурĕ нумай хваттерлĕ 740 ҫурта кĕртсе хăварнă, строительство ĕҫне 2,8 млрд пурнăҫламалла.  

Палăртса хăваратпăр, 20142017-мĕш ҫлсенче пурĕ нумай хваттерлĕ 1096 ҫурта тĕпрен юсанă, вĕсенче 112,5 пин граждан пурăнать.



28 января 2019
13:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter