Кĕркуннехи тапхăрпа яшсене хĕсмете тăратнин ĕҫ кăтартăвне сӳтсе явнă планеркăна пухăннисем

Кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Кĕркуннехи тапхăрпа яшсене хĕсмете  тăратнин ĕҫ кăтартăвĕн пĕтĕмлетĕвне сӳтсе явнă планеркăна пухăннисем. 2018 ҫулта салтак ретне  кĕркуннехи тапхăрпа Чăваш Енрен 1325 яша ăсатнă. Раҫҫей Федерацийĕн Хĕҫ-пăшаллă Вăйсене 1185 ҫынна янă. Раҫҫей Федерацийĕн наци гвардийĕн ретне 130 ҫын кайнă, Раҫҫей ФСО 10 ҫамрăк лекнĕ. Салтаксенчен 20 проценчĕ ытла аслă пĕлӳ илнисем шутланаҫҫĕ.  Ҫара кайма 5715 ҫын тĕрĕслев витĕр тухнă, вĕсенчен 73,8 проценчĕ юрăхлă пулнă.  

Чăваш Республикин ҫар комиссарĕ Александр Мокрушин пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна ҫамрăксене ҫар ретне тăмалли пирки хыпарсене вăхăтра илсе ҫитересси йывăрлăх кăларса тăратать.  

«1140 ҫын пур, анчах та вĕсене тарса ҫӳрекеннисем йышне кĕртейместпĕр, яшсене тупаймастпăр, хыпарсене пĕлтерейместпĕр», тенĕ вăл.  Ку енĕпе анлăн ĕҫлесе пымаллине каланă. Кăтарту япăхах мар, маларахри ҫулхинчен кăштах лайăхланнă тенĕ Чăваш Республикин ҫар комиссарĕ.



28 января 2019
15:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter