Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере ирттерекен планеркăра 2018 ҫулхи малтанласа палăртнă ĕҫ кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарнă

Кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере ирттерекен планеркăра, Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Светлана Ананьева Чăваш Республикин 2018 ҫулхи малтанласа палăртнă ĕҫ кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарнă.  Калăпăр, промышленноҫ производствин индексĕ 2017 ҫулхипе танлаштарсан 101,2 процента ҫитнĕ, транспорт пайĕнче 122,4 процент хăпарнă, хутран хатĕрленĕ таварсен калăпăшĕ 118,4 процента ӳснĕ тата ытти таварсен калăпăшĕсем чылай пысăкланнă.

Транспорт хатĕрĕсене ытларах «Промтрактор-Вагон» АО тата «Промтрактор-Промлит» ТМЯО тирпейленĕ. Палăртма кăмăллă, пĕлтĕр уҫă акционерлă общество ĕҫе 1700 ҫынна вырнаҫтарнă.  Хальхи вăхăтра тата та 2000 яхăн ҫын ҫитменни сисĕнет предприятинче.

Иртнĕ ҫулта хими промышленноҫ пайĕнче 35,8 млрд тавар тирпейлесе кăларнă. Ҫăмăл промышленноҫ тытăмĕнче Етĕрнери ҫĕвĕҫ фабрики, «Яхтинг», «Лента» предприятисем тĕслĕх вырăнĕнче.

2018 ҫулта тулашри суту-илӳ ҫаврăнăшĕ 550 млн доллар США танлашнă. Эксперт 15,7 процент чухлĕ хăпарнă, импорт – 8,3 процент ӳснĕ.

Ял хуҫалăх таварĕсен калăпăшĕ 2018 ҫулта 37,4 млрд. тенкĕпе танлашнă. Ял хуҫалăх таварĕсен производствин индексĕ 101,7 процента ҫити ӳснĕ.  

«Строительство» ĕҫ-хĕлĕнче 46,5 млрд тенкĕлĕх ĕҫ пурнăҫланă, 2017 ҫулхипе илес пулсан, вăл 124,7 процент. Пурĕ 459,2 пин тăваткал метр чухлĕ ҫурт-йĕр  регионта хута янă, вăл 104,4 процент.

2018 ҫулта инфляци 4,7 процентпа танлашнă. Вăтам ĕҫ укҫин шайĕ 2018 ҫулта кăрлач-чӳк уйăхĕсенче 26375 тенкĕне ҫитнĕ. Ӳсĕм чылай.

Республикăра ĕҫсĕр халăх шучĕ чакнă, кăтарту каллех ытти ҫулхисенчен самай пĕчĕк. Ку аван.    

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăш-пĕр ыйтусем пирки чарăнса тăнă, тухăҫлă ĕҫлемелли пирки палăртнă. Чи кăткăс ыйту –  халăх умĕнчи шалу укҫи парăмĕ. Хăш-пĕр организацисенче ыйту ҫивĕч тăрать. Бюджет тытăмĕнче чăрмавсем пачах та ҫук, пĕтĕмпех вăхăтра илсе пыраҫҫĕ ĕҫ укҫине граждансем. Тепĕр самант пирки те манма юрамасть, панкрута тухакан предприятисенче халăх ĕҫ вырăнне ҫухатать, вĕсем ҫине тимлĕх уйăрма манмалла мар тесе чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ.  Ҫынсене хумхантаракан ыйту – таварсен хакĕсем ӳссе пыни. Сăлтавсăр социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсене ӳстерме юраманнине асăрхаттарса каланă регион Пуҫлăхĕ. «Енчен те ҫăкăр хакĕ 10 процента ҫити хăпарнă пулсан, ку шухăша пурсăмăра та ярать, ыйту та кăларса тăратать», – тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Канашлура паян ҫут ҫанталăк газĕ пирки те сăмах хускатнă, пур ҫĕрте те йĕрке пулмаллине ҫирĕп каланă.



28 января 2019
15:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter