Чăваш Республикин бюджечĕн инвестици тăкакĕ 2018 ҫулхинчен 1,3 хут пысăкрах

Кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ, ăна яланхиллех Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă.  Ку хутĕнче ларăва пухăннисем Чӑваш Республикин 2019 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2020 тата 2021 ҫулсенчи тапхӑрти республика бюджечĕ пирки калакан Чăваш Республикин проект саккунне тишкернĕ, ҫĕнĕлĕхсем  кĕртсе хăварни ҫинчен сӳтсе явнă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев 2019 ҫулта  пĕрремĕш тӳрлетӳсем тунă тăрăх республика хысни пысăкланнине палăртнă.  Бюджетăн тупăш пайĕ 6,88 млрд тенкĕ чухлĕ хăпарнă, тăкак пайĕ 8,395 млрд пысăкланнă.  Федераци хыснинчен каялла тавăрса памалли мар укҫа виҫи те самай нумайланнă, 2018 ҫулхинчен 21 процент чухлĕ пысăкрах. Инфратытăма аталантарассипе ҫыхăннă проектсене пурнăҫа кĕртме федераци хыснинчен хушма укҫа-тенкĕ куҫасси те паллă. Ҫĕнĕ банк БРИКС ҫĕршывĕн аталанăвĕсене витĕм кӳресси те  куҫкĕретех тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Палăртса хăваратпăр,  республика бюджетне  куҫакан каялла тавăрса памалли мар укҫа виҫи ҫулран ҫул ӳссех пырать, кăтарту та пысăк, 2017 ҫулхипе танлаштарсан 15,6 процент пысăк пулни курăнать.

Регион Пуҫлăхĕ кăҫал куҫакан хушма укҫа-тенкĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама тăкакланать тенĕ, Раҫҫей Президенчĕ ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ указри тĕллевсене пурнăҫлама та сахал мар тĕрев куҫассине асăннă вăл сăмаха май.

Михаил Игнатьев хушма укҫа-тенкĕ 3 млрд тĕпрен юсав ĕҫĕсене пурнăҫлама уйăрасси планра пуррине палăртнă.   

Экологи ыйтăвĕ кун йĕркинче. Ăна пурнăҫлама та сахал мар укҫа-тенкĕ пĕтет. Атăла сыватма витĕм кӳрекен регионти проект валли 330 млн ытла пăхса хăварнă. Вăрмансене упраса хăварма йышăннă проектсене валли  100 млн ытла уйăрнă.

Бюджета кĕртсе хăварнă ҫĕнĕлĕхсем пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ –  финанс министрĕ Светлана Енилина доклад туса панă.   Тӳрлетӳсем хыҫҫăн, республика бюджечĕн тупăш пайĕ 2019 ҫулта 54295,6 млн, пĕрлештернĕ бюджетăн тăкак пайĕ вара 63034,3 млн танлашать.  Объектсене тĕпрен юсама – 2907,3 млн, коммуналлă хуҫалăх пайне – 746,6 млн, ҫул-йĕр тытăмне – 655,5 млн,  сывлăх сыхлавне  – 488,5 млн, вĕренӳ пайне – 468,5 млн пăхса хăварнă бюджетра.

Бюджета тӳрлетӳ кĕртнĕ хыҫҫăн, вĕренӳ пайне  2363,7 млн куҫать. Вĕсенчен учрежденисен пурлăхпа техника базине пуянлатма 1622,2 млн уйăрса хăварĕҫ.   

Пĕтĕмпе кăҫал вĕренӳ тытăмне аталантарма 15814,9 млн уйăрнă бюджетра.

Сывлăх сыхлавĕ валли 2171 млн куҫасси планра пур. Медицина учрежденийĕсене тĕпрен юсав ĕҫне йĕркелеме хушма укҫа 432,4 млн пулать. Кăҫал пĕтĕмпе сывлăх сыхлавĕн пайне, тӳрлетӳсем кĕртсе хăварнине шута илсе,  20 348,1 млн тăкакланасси паллă.

Социаллă политикăна 181,3 млн хушма укҫа-тенкĕ куҫать. Ҫурт-йĕр коммуналлă хуҫалăх ыйтăвĕсене татса пама та сахал мар укҫа пăхса хăварнă бюджетра. Чăваш Республикин Ҫул-йĕр фончĕ 5067 млн танлашать.

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хăйĕн сăмахĕнче вăтамран кăҫал пĕр ҫынна сиплеме тăкакламалли укҫа виҫи 14 пин те 945 тенкĕне ҫитнĕ тесе пĕлтернĕ. Укҫа-тенкĕ кадрсене паха пĕлӳпе тивĕҫтерессипе ҫыхăннă ыйтусене татса пама,  шалу укҫине хăпартма планра пуррине каланă министр. Хушма укҫа-тенкĕ витĕмлĕхĕпе врачсен шалу укҫи вăтамран 51 пин, вăтам медперсоналсен 25 пинрен кая мар пуласси те паллă.

Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тишкернĕ, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.



28 января 2019
18:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter