Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле йĕлтĕрпе чупма ăмăртăва 60 яхăн туслă ҫемье килсе ҫитнĕ

Вместе с Главой Чувашии Михаилом Игнатьевым в лыжных гонках приняли участие около 60 спортивных семей республикиКăрлач уйăхĕн  27-мĕшĕнче Шупашкарта хĕллехи спорт тĕсĕсен йĕлтĕр базин центрĕн ҫывăхĕнче халăх йышлăн пухăннă, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн парнисене ҫĕнсе илессишĕн спорт ăмăртăвĕсем ку хутĕнче ҫемьесем хушшинче иртнĕ.

Торжествăлла пулăма пухăннисене чи малтан Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, хыҫҫăн Чăваш Республикин спорт министрĕ Михаил Богаратов, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫин ҫумĕ, «Единая Россия» партийĕн «Ҫирĕп ҫемье» проектăн регионти ертӳҫи Валерий Филимонов саламланă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ спорта халăх хушшинче ытларах сарас ĕҫе ҫемьесем те хутшăннине мухтаса ырланă.

«Ҫав тери паха, йĕлтĕр йĕрĕ ҫине ярăнма пĕчĕк ачасем тухни, вĕсен куҫĕсем йăлтăртатни пурсăмăра та савăнтарса яраҫҫĕ. Ашшĕ-амăшĕсене ăмăртусенче кураҫҫĕ, вĕсем пек пулма тăрăшаҫҫĕ, ҫитĕнӳ патне ăнтăлаҫҫĕ. Шартлама сивĕ хĕл кунĕнче йĕлтĕрпе ярăнма тухни хăйех пысăк ҫитĕнӳ»,  тенĕ ентешсене спорт уявĕнче саламланă май регион Ертӳҫи.   

Спорта юратакансене ҫакăн пекех  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫин ҫумĕ, «Единая Россия» партийĕн «Ҫирĕп ҫемье» проектăн регионти ертӳҫи Валерий Филимонов саламланă, ҫирĕп сывлăх, ăнăҫусем суннă.

Патăрьел районĕнчен килсе ҫитнĕ Людмила Базманкина йĕркелӳҫĕсене мухтаса ырă сăмахсем каланă. Икĕ ачаллă ҫемье ыттисемшĕн чăн-чăн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. «Ҫемьепе ҫыхăннă спорт уявĕсем яланах сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма хавхалантараҫҫĕ.  Ҫитĕнекен ăрăва спорта ытларах кӳлĕнме витĕм кӳреҫҫĕ»,  тенĕ вăл.  

Спорт уявне ку хутĕнче 60 яхăн ҫемье хăйсен ачи-пăчисемпе килсе ҫитнĕ. Яланхиллех ăмăртура Красновсен туслă ҫемьи те пулнă. Кăҫал пуҫласа вĕсем эстафета чупăвĕнче мала тухнă. «Кĕҫех пирĕн пĕчĕк ывăлăм та ӳссе ҫитĕ. Ăна та ăмăртусене илсе тухăпăр», тесе хыпарланă амăшĕ Светлана Краснова. «Пирĕн тĕллев спорта ачасене явăҫтарасси, сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма витĕм кӳресси»,  тенĕ ҫемье пуҫлăхĕ Сергей Краснов.

Яланхиллех спортра мала тухнисене Чăваш Ен Пуҫлăхĕн тата «Единая Россия» партийĕн  парнисемпе дипломĕсене парса хавхалантарнă. Палăртма кăмăллă, спорт уявĕнче ăмăртăва пуринпе те пĕрле Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  йĕлтĕрпе ярăнма тухнă, пурне те хавхалантарса янă.  

Фоторепортаж



28 января 2019
08:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter