«Ветерансем, хăйсен ырă тĕслĕхĕпе, спортпа туслă пулнипе – пурăнас ĕмĕре вăрăмлатнине ҫирĕплетеҫҫĕ», – палăртнă Михаил Игнатьев

Михаил Игнатьев: «Своим примером наши ветераны доказывают, что занятие спортом – это основа долголетия»Кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче ветерансем хушшинче йĕлтĕрпе чупассипе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн парнисене ҫĕнсе илессишĕн уҫă ăмăртусем иртнĕ.

Паллă пулăма пухăннисене  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин спорт министрĕ Михаил Богаратов, Чăваш Енри йĕлтĕрҫĕсен федерацийĕн обществăлла организацийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертӳҫи Владимир Олаев, 2017 ҫулта Сурдлимп ҫуллахи XXIII–мĕш вăййисен пăхăр призерĕ пулнă Анастасия  Мамлина, Чăваш Республикинчи ветерансен спорчĕн Канашĕн председателĕ Василий Шоркин саламланă.

Спорта юратакансене мухтаса тав сăмахĕсем каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

«Питĕ кăмăллă, сирĕншĕн тата сирĕн ҫемьесемшĕн спорт пурнăҫăн пайĕ пулса тăни.  Кашни ҫул эпир ветерансем хушшинче палăртнă спорт енĕпе ăмăртусем ирттеретпĕр. Кăҫал аслисем ыйтнипе пуҫласа 76 ҫултан иртнисем хушшинче уйрăм чупу ирттерме плана кĕртнĕ. Ку паллах, аслă ҫултисем те пĕтĕм кăмăлтан спорта юратнине ҫирĕплетет.  Кам спортпа туслă, унăн пурăнас ĕмĕрĕ те тăсăлать», — тенĕ республика Ертӳҫи.

Ăмăртăва кăҫал 89 ҫулхи ватă Пимен Петров тухнă. Унăн йĕлтĕрне 1938 ҫулта калăпласа кăларнă. Вăл хăйĕн сăмахĕнче, кашни ҫул йĕлтĕр ҫине тăнине, Раҫҫей йĕлтĕр йĕрĕ ăмăртусене те хавхалансах тухнине пĕлтернĕ.

«Ҫамрăксене йĕлтĕрпе вăрмана уҫăлса ҫӳреме чĕнетĕп. Уҫă сывлăшра ҫӳрени паха, сывлăхшăн усăллă. Эпĕ халĕ 89 ҫулта, ҫăвара эмел чикместĕп.  Сывлăхăм манăн пур-ха. Шанатăп, 90 ҫулта та йĕлтĕр ҫине тăрса уҫăлса ҫӳрессе, ăмăртăва та хутшăнасса ĕненетĕп»,  тенĕ аслă ҫын.  

Мероприятинче спорта аталантарас ĕҫе пысăк витĕм кӳнисене патшалăх наградисене парса чысланă.   Хисепе тивĕҫнисем: республикăри йĕлтĕрҫĕсен федерацийĕн председателĕ Владимир Олаев, Раҫҫейĕн тава тивĕҫлĕ спорт мастерĕ Анастасия Мамилина.

Кăҫал ăмăртусене тухнисем 3 комплект наградăна ҫĕнсе илессишĕн тупăшнă. Мала тухнисене медальсем, дипломсем, парнесем парса чысланă.   

Палăртма кăмăллă, кăҫал мероприяти регионти Сывлăх кунĕпе тӳр килнĕ.

 Спорта кăмăл тăвакансем тӳлевсĕрех кирек-епле спорт учрежденийĕсенче те хăйсен сывлăхне ҫирĕплетме пултараҫҫĕ. 

Фоторепортаж



28 января 2019
07:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter