Пенси саккунĕнчи улшăнусене пăхса тухрĕç

Паян РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Кондратьева республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсемпе тĕл пулчĕ. Çавăн пекех районсенчи хаçатсен, район администрацийĕсен пресс-службисен представителĕсем видеоконференц-çыхăну мелĕпе калаçăва хутшăнчĕç.

Пресс-конференци теми пенси саккунĕнчи улшăнусемпе çыхăннă. 2019 çулсенче пенсионерсене мĕнле тÿлевсем кĕтеççĕ? Пенсин страховани тата пухăнакан пайĕсене мĕне тĕпе хурса палăртаççĕ? Кăçал Чăваш Енри миçе çын саккунпа çирĕплетнĕ вăхăтран маларах пенсие тухĕ? Стаж çитмесен мĕн тумалла? Çак тата ытти ыйтăва уçăмлатнă май Роза Кондратьева управляющи тулли хуравсем пачĕ.

www.hypar.ru



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
29 января 2019
13:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter