Мускавра ĕҫлĕ визитпа пулнă хыҫҫăн республика Правительствине ятарлă хушу панă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ. Пухăннисене регион Пуҫлăхĕ ĕнер Мускавра ĕҫлĕ визитпа пулни ҫинчен каласа кăтартнă, тĕп ыйтусем пирки чарăнса тăнă. Унта вăл ял территорийĕсене комплекслă аталантарассипе хатĕрленекен патшалăх программине тĕплĕн сӳтсе явассипе йĕркеленĕ канашлу ĕҫне хутшăннă. Мероприятине Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев йĕркелесе ертсе пынă. 

Патшалăх программине Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хушăвне тĕпе хурса пурнăҫлаҫҫĕ. Кун пирки 2018 ҫулта юпа уйăхĕнче ҫĕршыв Ертӳҫи  РФ Правительствине ятарлă хушу панă. Патшалăх программине хатĕрлеме федерацин ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, РФ субъекчĕсем, паллă ăсчахсем, обществăлла организацисенче тăрăшакансем хутшăнаҫҫĕ. Ăна валли  ведомствăсем хушшинчи ĕҫ ушкăнне те палăртнă.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, палăртса хунă тăрăх, патшалăх программине пурнăҫа кĕртме 2025-мĕш ҫулччен ҫулсерен 200 млрд тăкакланасси те планра пуррине пĕлтернĕ. Кăҫал ял территорийĕсене комплекслă аталантарма 25 млрд ытла укҫа пăхса хăварма плана кĕртнине те хыпарланă.  Патшалăх программин хăш-пĕр пайĕсемпе министерствăсенчен тата ведомствăсенчен тăкакланассине те сӳтсе явнине асăннă. Мĕн пур ыйтусене тĕпрен тĕрĕслесе тăма Раҫҫей Федерацийĕн Ял хуҫалăх министерствине ҫирĕплетнĕ.

Сăмах май, патшалăх программине йышăниччен, кашни регионăн хăйне евĕрлĕхне тишкерме тĕллев лартнине те каласа хăварнă.  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кĕске вăхăт хушшинчех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсене хăйсен сĕнĕвĕсене шута илсе, план пăхса хăварма хушнă, хăшĕсемпе маларах ĕҫе кӳлĕнмеллине те палăртса хăвармаллине чĕнсе каланă.

Палăртса хунă тăрăх, патшалăх программине хатĕрлес ĕҫе кăҫал пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче вĕҫлеме тĕллев лартнă.  Раҫҫей Президенчĕ хушăвĕпе килĕшӳллĕн, патшалăх программине, ял территорийĕсене комплекслă аталантарас ĕҫĕн тĕп планне 2019 ҫулта ҫĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕҫлемеллине асăннă вăл.  Правительство членĕсене федераци министерствисемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ.

Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявласси çинчен калакан Указ пирки сăмахланă май, Йĕркелӳ комитечĕ Чăваш Ене ĕҫлĕ визитпа килме план тунине те сӳтсе явнине пĕлтернĕ, кун пирки Раҫҫей Федерацийĕн культура Министрĕпе Владимир Мединскийпе тĕплĕн калаҫнине палăртнă вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.       

Фоторепортаж



30 января 2019
11:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter