Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра пулнă, унта вăл ял территорийĕсене комплекслă аталантарассипе хатĕрленекен патшалăх программине тĕплĕн сӳтсе явассипе йĕркеленĕ канашлу ĕҫне хутшăннă

Глава Чувашии принял участие в совещании по подготовке государственной программы комплексного развития сельских территорийКăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра пулнă, унта вăл ял территорийĕсене комплекслă аталантарассипе хатĕрленекен патшалăх программине тĕплĕн сӳтсе явассипе йĕркеленĕ канашлу ĕҫне хутшăннă. Мероприятине Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев йĕркелесе ертсе пынă.  

Канашлăва уҫнă май, Дмитрий Медведев хăйĕн сăмахĕнче палăртнă программăна хăйне евĕр йĕркелемеллине, ăна комплекслă пурнăҫласа пымаллине каланă, ял территорийĕсене аталантарма кăҫалхи ҫул 25 млрд ытла укҫа-тенкĕ тăкаклама пăхса хăварнине хыпарланă. Ҫĕнĕ программăна йышăниччен, чи малтан наци проектĕнчи мероприятисене шута илмеллине, пĕрпеклĕхсем пулмалла маррине асăннă. «Тухăҫлăха кăтартса панисене пĕр сăмахсăрах хăвармалла. Ун пирки калаҫу тапратма та юрамасть.  Ҫĕнĕ документра ҫирĕп йĕрке пулмалла, халăхăн пурăнмалли условисене лайăхлатассипе ытларах мероприятисене йышăнмалла. Вăхăта та вăраха тăсма юрамасть, объектсене графикран юлса пурнăҫласа пыма никамăн та ирĕк пулмĕ», – хушса каланă вăл.  

Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа – ял территорийĕсене комплекслă аталантарассипе палăртакан патшалăх программи ҫинчен Раҫҫей Федерацийĕн ял хуҫалăх министрĕ Дмитрий Патрушев тĕплĕн каласа ăнлантарнă.  

Программăн проектне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сĕнĕвне тăратнă.  

Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче ялсенче пĕтĕмпе 460 пин ытла ҫын пурăнать. Вăл регионти мĕн пур халăхран 38 проценчĕ шутланать.  

2014–2018-мĕш ҫулсенче  Чăваш Енри ялсен территорийĕсене аталантарма пурĕ 7,4 млрд ытла тăкакланă.

Программа хута кайма пуҫланичченех республикăри ялсенче пурĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 14 шкула реконструкциленĕ, 12 клуба юсанă, 179 ФАП уҫнă.  

Федераци уйăрнă укҫапа граждансен ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă, автомашина ҫулĕсене юсанă, пуҫаруллă яш-кĕрĕме хавхалантарма сахал мар тĕрев панă, газификаци, шыв ыйтăвĕсене тĕпрен татса панă.

2017-мĕш ҫултан пуҫласа халăхăн пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртессипе активлă ĕҫлеме тытăннă. Социаллă сферăра сахал мар ĕҫленĕ. Урамсене ҫутăпа тивĕҫтернĕ, ачасене вылямалли ятарлă вырăнсене хута янă тата ытти те.  

Ҫулсерен ял ҫыннисем хатĕрленĕ проектсен шучĕ ӳссех пырать. 2019-мĕш ҫулта вăл хисеп 4,5 хут ытларах та нумайланнă. Укҫа-тенкĕ енчен те кăтарту самай хăпарнă, 321,9 млн ҫитнĕ.  Мускавра ĕҫлĕ визитпа пулнă май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев федераци министрĕсемпе ĕҫлĕ тĕлпулусем ирттернĕ.   

Раҫҫей Федерацийĕн культура Министрĕпе Владимир Мединскийпе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул тата Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявласси çинчен калакан Указа тĕплĕн сӳтсе явнă, уйрăм мероприятисен планĕ пирки чарăнса тăнă. Чăваш Енре ĕҫлĕ канашлăва ирттересси пирки те сăмах пуҫарнă.   Театр ҫулталăкне халалланă мероприятисем ҫинчен чарăнса тăнă, проектсене пурнăҫа кĕртессине палăртса хăварнă.

Раҫҫей Федерацийĕн транспорт Министрĕпе Евгений Дитрихпа Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫулсене сарассипе йышăнакан ҫĕнĕ технологисем ҫинчен канашланă, ял тăрăхĕнче объектсене епле сарни пирки чарăнса тăнă.  Ку енĕпе Чăваш Енĕн паха ĕҫ опытне палăртнă Министр.

Раҫҫей Федерацийĕн ҫут ĕҫ Министрĕ Ольга Васильева регион Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле республикăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсен строительство ĕҫĕ пирки сăмахланă, хăш-пĕр ыйтусем ҫинчен тарăнрах калаҫнă.

Раҫҫей Федерацийĕн спорт Министрĕпе Павел Колобковпа республика Ертӳҫи спорт тытăмне аталантарас ыйтусем пирки сӳтсе явнă, халăх хушшинче сывă пурнăҫ йĕркине сарасси ыйту приоритетлă пулнине палăртнă.

Палăртнă кун Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн Министрĕн ҫумĕпе Наталья Хоровапа тĕл пулса калаҫнă, актуаллă ыйтусене пăхса тухнă.



30 января 2019
08:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter