Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Элĕк районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕпе Александр Куликовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Элĕк районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕпе Александр Куликовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче муниципалитетăн ертӳҫи районăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн тĕп кăтартăвĕсем пирки каласа панă республика Пуҫлăхне. Ертӳҫĕсем социаллă ыйтусене хускатнă май, ял хуҫалăх пайне аталантарас, инвестициллĕ ҫĕнĕ проектсене пурнăҫа кĕртес, район бюджечĕн тупăш пайне тултарас ыйтусене тарăн тишкернĕ.  

2018-мĕш ҫулта куҫман пурлăхсемшĕн, ҫĕршĕн аренда шучĕпе сахал мар укҫа-тенкĕ бюджета хывăннине асăннă, кăтарту 6 млн ҫитнине ырă хыпара каланă район администрацийĕн ертӳҫи.  

«Ҫав тери аван, бюджета хушма ҫăлкуҫсенчен тупăш кĕни. Енчен те аренда шучĕпе укҫа пуҫтарăнсан, вĕсем пĕтĕмпех муниципалитет бюджетĕнчех тăрса юлаҫҫĕ. Пулăшăва халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатма тăкакланасси те куҫкĕретех. Вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене вăл тĕревпе татса пама та меллĕ», — тенĕ Михаил Игнатьев. Сăмах май, ытларах усă курăнмасăр выртакан ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртессипе кăҫал ĕҫлеме чĕнсе каланă район ертӳлĕхне.

Хальхи вăхăтра муниципалитетра пурĕ усă курăнмасăр выртакан ҫĕрсем 5 пине яхăн гектар йышăнать. Планпа килĕшӳллĕн, икĕ ҫул хушшинче вĕсене пĕтĕмпех ĕҫлеттерме тĕллев лартнă вырăнти пуҫлăхсем.

Михаил Игнатьев халăх валли ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлеме чĕнсе каланă. Кунсăр пуҫне граждансене, предприятисемпе организацисенче ĕҫлекенсене, «сăрă» схемăпа ĕҫ укҫипе тивĕҫтерессинчен кулленех ятарлă службăсен сыхă тăмаллине хушса каланă. 

Фоторепортаж



05 января 2019
18:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter