Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Красноармейски районĕн ертӳҫипе Александр Кузнецовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Красноармейски районĕн ертӳҫипе Александр Кузнецовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Икĕ ен пĕр пухăннă пек чухне муниципалитетăн малашнехи аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсем пирки канашланă.

2018-мĕш ҫулта Республика кунĕн тĕп уявне палăртнă районта йĕркелесе ирттернĕ.  Патшалăх уявĕн тĕп мероприятине муниципалитет территорийĕнче туни – района хушма вăй-хăват кӳнине асăннă сăмаха пуҫланă май Красноармейски районĕн администрацийĕн ертӳҫи Александр Кузнецов. Сăмах май, укҫа-тенкĕ ытларах мероприятийĕсене хатĕрленес ĕҫе тăкакланнине хыпарланă. Районта тавралăха тирпей-илем кĕртес, автомашина ҫулĕсене сарас ыйтусене тĕпрен татса панине те асăнса хăварнă ертӳҫĕ. «Нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнче сахал мар тирпейленĕ, ҫулсене юсанă, автомашинăсене вырнаҫтарса лартмалли вырăнсене те пĕтĕмпех  юсаса ҫĕнетнĕ», – хушса каланă вăл.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, тавралăха тирпейлес ĕҫе вырăнти халăха явăҫтарсан аван пулнă пулĕччĕ тенĕ. Енчен те ҫынсем мероприятисене хастар хутшăнсан, пĕрлĕхе ҫирĕплетет, типтерлĕ перекетлĕ пурăнма вĕрентет тенĕ вăл.

Республика Пуҫлăхĕ муниципалитетри вĕрентӳ учрежденийĕсенчи хутса ăшăтмалли системăсем пирки кăсăкланнă, объектсене модернизацилес ĕҫ епле пулса пыни ҫинчен ыйтса пĕлнĕ район администрацийĕн пуҫлăхĕнчен.  

Александр Кузнецов районта 9 котельнăй ĕҫне юсаса ҫĕнетсе пынине хыпарланă. Регион Пуҫлăхĕ мĕнпур учрежденийĕсенче электроэнергине перекетлеме май паракан технологисемпе усă курмаллине чĕнсе каланă.

Тĕлпулу вăхăтĕнче ялсенче каҫ кӳлĕм ҫутăпа тивĕҫтерес ыйтусем пирки те сăмахланă ертӳҫĕсем. Район администрацийĕн пуҫлăхĕ урамсенче фунарсем вырнаҫтарма 1 млн пăхса хăварнине пĕлтернĕ. «2019-мĕш ҫулта ыйтăва тĕпрен татса пама тĕллев лартнă», – тенĕ вăл.  

Фоторепортаж



05 января 2019
17:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter