Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Правительство членĕсемпе ĕҫлĕ канашлăва кăҫал пуҫласа ирттернĕ

 Кăрлач уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Правительство членĕсемпе ĕҫлĕ канашлăва кăҫал пуҫласа ирттернĕ.  

Ҫĕнĕ ҫул уявĕсем регионта тивĕҫлĕ шайра йĕркеленсе иртнине асăннă регион Ертӳҫи. Должноҫре ĕҫлекен ҫынсене хăйсене шанса панă тивĕҫе кирлĕ пек шайра пурнăҫланăшăн мухтанă. Республикăра йĕрке пăснă тĕслĕхсем пачах та пулман тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Ларура вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмне аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусене тишкернĕ. Предпринимательсен пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртме лайăх условисем йĕркелемеллине каланă.   

Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Светлана Ананьева вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмне наци проекчĕпе килĕшӳллĕн тĕрев памаллине те палăртнă. Кредитсемпе ҫыхăннă программăсем пирки вĕсене вăхăтра пĕлтерсе тăмаллине, ҫĕнĕлĕхсемпе ҫийĕнчех усă курма тăрăшмаллине асăрхаттарнă.     

Регионта йышăнса хăварнă проектсене тĕпе хурса, предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансен шутне пысăклатма тĕллев лартнă, кăтартăва 2024-мĕш ҫулсем тĕлне 208 пин ҫынна илсе ҫитермеллине каланă вăл. Проектсене 20192024-мĕш ҫулсенче пурнăҫа кĕртме 1317 млн пăхса хăварнă. Вăл шутран 2019-мĕш ҫулта 345 млн уйăрасси паллă. Юлашки ҫулсенче предпринимательлĕх пайне патшалăх тĕревĕ сахал мар куҫнине каланă республика Пуҫлăхĕ, ҫавна май объектсен строительство ĕҫне пурнăҫланă чухне укҫа-тенкĕпе тĕллевлĕн усă курнипе-курманнине ҫирĕп тĕрĕслеве илме хушнă.   

Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетне епле пурнăҫласа пыни ҫинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина тĕплĕн паллаштарса хăварнă.  Республикăн тупăш пайĕ 2018 ҫулта 57,7 млрд танлашнă, 2017 ҫулхинчен 12 процент пысăкрах. Регионăн харпăр хăй тупăшĕ хăпарнă, каялла тавăрса памалли мар укҫа виҫи те 17,1 процент чухлĕ ӳснĕ.   

Чăваш Енри автомашина ҫулĕсене епле тытса тăнин кăтартăвĕпе Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов паллаштарнă.  Пурĕ республикăра 12300 ҫухрăм ҫул тăсăлса выртать. Вĕсенчен кашни лаптăкне ятарлă подрядлă организаци тытса тăрать, вăхăтра хĕллехипе ҫуллахи  тапхăрсенче тирпейлет. Патшалăх контракчĕпе килĕшӳллĕн, регионта икĕ подрядлă организаци шутланать, вĕсем: «Воддорстрой»  ТМЯО тата «ДЭП № 139» АУО. Вĕсен балансĕ ҫинче пĕтĕмпе 81 техника тытăнса тăрать. Регион пĕлтерĕшлĕ ҫулсене 4 организаци тасатать, вĕсем: «Воддорстрой» ТМЯО, «ДОРТЕХ» ТМЯО, КФХ Макаров А.Н., ИП Васильев А.В. Пурĕ вĕсен 164 ятарлă техника шутланать.  Вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомашина ҫулĕсене подрядлă 387 организаци тасатса хырса тăрать хĕллехи тапхăрта. Вĕсен вара 570 техника базăсенче пур.  Объектсене кирлĕ пек ятарлă мĕнпур службăсем кулленех тĕрĕслесе тăнине хыпарланă министр. Кирек-епле лару-тăрура та ыйтусене туххăмрах татса пама условисем меллĕ тесе сăмаха малалла тăснă вăл. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре автомашина ҫулĕсем ҫинче пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланнине хыпарланă Владимир Иванов. Канашлура уяв мероприятийĕсен планĕсем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă, социаллă сферăсенче ҫĕнĕ ҫул уявĕсене епле хатĕрленсе ирттернине анлăн тишкернĕ. 

Фоторепортаж



09 января 2019
07:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter