Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫутă Раштав уявĕнче, Таса Татиана Православи чиркĕвĕнче пулнă, ирхи кĕлĕне хутшăннă

Михаил Игнатьев принял участие в Рождественском богослужении в Покровско-Татианинском соборе г. ЧебоксарыКăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫутă Раштав уявĕнче, Таса Татиана Православи чиркĕвĕнче пулнă, ирхи кĕлĕне хутшăннă.

Турра мухтаса кĕлĕне ирхине Шупашкар тата Чăваш Ен митрополитчĕ Варнава вуланă.

Ҫак кун республика Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев, регионти ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем пулнă.  

Ҫак ҫутă Раштав уявĕ пурсăмăра та пĕрлештерет, ырă ĕҫсем тума витĕм кӳрет, халăхăн шухăш-кăмăлне ырă енне улăштарма пулăшать.

Палăртса хăваратпăр, ҫутă Раштав кунĕнче ирхи кĕлĕне халăх Чăваш Ен НТРК тӳрĕ эфирĕнче курма тата итлеме пултарчĕ. 

Фоторепортаж



09 января 2019
07:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter