Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хулинче пулнă, Святтуй-Троицкий арҫынсен чиркĕвĕнче пуҫтарăннă регионти волонтерсемпе тĕл пулса канашланă

Михаил Игнатьев встретился с волонтерами республики Кăрлач уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Улатăр хулинче пулнă, Святтуй-Троицкий арҫынсен чиркĕвĕнче пуҫтарăннă регионти волонтерсемпе тĕл пулса канашланă.

Уҫă калаҫăва палăртнă кун Улатăр тата Пăрачкав епископĕ Федор, Улатăр хула администрацийĕн ертӳҫи Юрий Боголюбов, Улатăр районĕн администрацийĕн ертӳҫи Нина Шпилевая хутшăннă.  

Пухăннă хăнасене Улатăр тата Пăрачкав епископĕ Федор ăшшăн тав тунă, ĕлĕкхи чиркĕве килсе курнăшăн мухтанă. «Чун ыйтнипе ырă ĕҫсем тăватăр. Ҫакă вара чи пархатарли. Сире пăхса халăх ырă енне куҫма вĕренет, пĕрне-пĕри хисеплеме, сума сунма, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма тăрăшать», тенĕ вăл. Епископ Федор Чăваш Ен Пуҫлăхне Михаил Игнатьева ҫакăн пек пуҫаруллă ĕҫшĕн ырланă, тав тунă, чиркĕве упраса пыма витĕм кӳнĕшĕн мухтанă.   

Владыка хăнасене чиркĕвĕн историйĕпе паллаштарнă, паллă пулăмсем пирки каласа панă.  Кулленех вĕсен тăрăхне Раҫҫейрен кăна мар, ют ҫĕршывсенчен те Турăна хисеплесе килсе курнине асăннă.

Республикăра иртекен мероприятисене хутшăннăшăн волонтерсене регион Пуҫлăхĕ ырланă, общество пурнăҫне пысăк тӳпе хывнăшăн тав тунă.  

Палăртмалла, Чăваш Республикинче пĕтĕмпе ырă ĕҫ тăвакансен обществисем 1700 шутланаҫҫĕ, вĕсенче 50 пин ытла ҫын вăй хурать.  Ытларах ырă ĕҫ тăвакансем хушшинче ҫамрăк яш-кĕрĕм.     

Волонтерсем регионта иртекен спортпа культура мероприятийĕсене хапăл тусах хутшăнаҫҫĕ, тĕрлĕ акцисене хутшăнса, халăхшăн сахал мар усăллă ĕҫсем тума витĕм кӳреҫҫĕ.  Регионсен хушшинче пулакан мероприятисене йĕркелесе ирттерме Чăваш Енре ырă ĕҫ тăвакансене хатĕрлессипе ятарлă центр хута янă. Хусанта пулакан «Ворлдскиллс»  тĕнче чемпионатчĕ валли те яшсемпе хĕрсене вĕрентеҫҫĕ. Пысăк мероприяти кăҫал иртет.  

Чăваш Республикинче ырă ĕҫ тăвакансем социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене сахал мар йĕркеленĕ. Сусăрсене, тăлăха юлнисене, йывăр лару-тăрăва лекнисене сĕнӳсем парса пулăшаҫҫĕ, май килнĕ таран витĕм кӳме тăрăшаҫҫĕ. Чиркӳ ĕҫне те кăмăлтан хутшăнаҫҫĕ, Турăпа ҫыхăннă уявсене чун ыйтнипе пуҫтарăнаҫҫĕ. 2018-мĕш ҫулта пĕтĕмпе волонтерсем пин ытла мероприяти ирттернĕ. Вĕсен паха ĕҫĕсене Раҫҫей шайĕнче палăртса хăварнă. Чи лайăх ĕҫсем  вара ытти регионсемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăнă.   Пĕлтĕрхи ҫул ҫамрăксен 7 проекчĕ Президент фончĕн грантне тивĕҫлĕ пулнă. Ҫамрăксен ĕҫĕсемпе тимлекен федераци агенствин хисепне 22 проект ҫĕнсе илнĕ. Атăлҫи федераци округĕнчи Граждан обществин институтне аталантарассипе ĕҫлекн фонд 2 проекта ырланă, вĕсем ырă тĕслĕх тесе хакланă. Ырă ĕҫ тăвакансен ҫулталăкĕ вĕҫленчĕ пулин те, ҫак ĕҫ малалла та тăсăлассине хыпарланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Кулленех ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсем пурнăҫа кĕрсе пырассине шанса каланă. «Ырă ĕҫ туни каялла ырăпа таврăнать. Пурсăмăра та пысăк ҫитĕнӳсем тума хавхалантарать», тенĕ вăл. Сăмах май, хăнасемпе калаҫнă май, чиркӳ паян кирлĕ пек шайра вăй илсе пынине асăннă. Аслă хуламăрти объектăн пуласлăхри планĕ пирки чарăнса тăнă, тĕллевсене палăртнă.

Кăмăл-туйăма ырă енне куҫарса пыни обществăра тăнăҫлăха упраса пыма пулăшнине палăртнă регион Ертӳҫи. Ҫитĕнекен ăрăвăн ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма витĕм кӳрет тенĕ вăл. «Нумай нациллĕ Раҫҫейĕн йăли-йĕрки пуян. Православи тĕнне хисеплекенсен йышĕ кунран-кун ӳссе пыни куҫкĕретех», тесе сăмаха малалла тăснă регион Пуҫлăхĕ.  

Пĕр пухăннă пек чухне ертӳҫĕсемпе ҫамрăксем волонтерсен юхăмĕ пирки канашланă.  Чăваш Республики Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи волонтерсен юхăмне аталантаракан канаш  регионта ĕҫлет. Патшалăх енчен вĕсене вăй илсе пыма сахал мар тĕрев куҫать. Пултаруллă яшсемпе хĕрсене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн стипендине парса хавхалантараҫҫĕ, конкурс ҫĕнтерӳҫисене грантсем тивĕҫтереҫҫĕ.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерствинче ҫамрăксемпе ĕҫлекен управленийĕн пуҫлăхĕ Анна Головина хăйĕн сăмахĕнче 2019-мĕш ҫултан пуҫласа регионта «Социаллă активлăх» ҫĕнĕ проект пурнăҫа кĕрессине хыпарланă. «Вĕренӳ» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, республика культура енĕпе ĕҫлеме ырă ĕҫ тăвакансен ресурс центрне хута яма, конкурс ҫĕнтерӳҫи 11,2 млн тивĕҫлĕ пулнине ырă хыпара каланă.   Ĕҫлекен волонтерсене социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене аталантарса пыма явăҫтарасси те кун йĕркинчех тăнине асăннă вăл. Тĕлпулу вăхăтĕнче ырă ĕҫ тăвакансем хăйсен проекчĕсем пирки каласа панă, пуҫаруллисем пирки чарăнса тăнă.

«Пулса тухрĕ ҫавăн пек, Ырă ĕҫ тăвакансен ҫулталăкне эпир маларах та пуҫларăмăр. 2017 ҫулта Сочире иртнĕ ҫамрăксен фестивальне хутшăнтăмăр.  Улатăр районĕ пиллĕк ҫын тăратрĕ», тесе хăйĕн сăмахне пуҫланă Улатăрти ҫамрăксен пĕрлешĕвĕн   ертӳҫи Инна Кириллова. «Пысăк мероприятисенче хамăрăн ăсталăха туптама пултартăмăр. Ку пирĕн пĕрремĕш утăмсем. Пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашрăмăр, сахал март тус-юлташсем тупрăмăр», – пĕлтернĕ хĕрупраҫ.  Районта ырă ĕҫ тăвакансем пĕтĕмпе 2018 ҫулта 300 ытла мероприяти йĕркеленĕ. Акцисене хастарсем пĕтĕм кăмăлтан хутшăннă. Роман Емелин «Урă хула» проектпа паллаштарнă.  «Действуй» регионти волонтерсен центрĕн ертӳҫи Арина Максимова Чăваш Ен ПУҫлăхне «Тавах, эс пурришĕн» проекта пурнăҫа кĕртме витĕм кӳнĕшĕн мухтанă, Ҫĕнĕ Шупашкарта пурăнакан сусăр Трофимăн ĕмĕчĕ   тулнишĕн тав тунă. «Елка желаний» акци регионти муниципалитетсенче малалла иртессине хыпарланă Михаил Игнатьев. «Кашни ҫын ырă ĕҫ тума пултарать. Кăҫал тата та лайăхрах ĕҫлессишĕн тăрăшмалла», сăмаха пĕтĕмлетнĕ Пуҫлăх.

Республика Ертӳҫи тата Чăваш Республикин Вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министерстви хавхалантарса пынипе пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче пулакан конкурссенче ҫĕнтерме витĕм кӳнине асăннă волонтерсем.

«Чăваш Енре пурăнакансен ырă туйăмĕ мана ĕҫлеме пулăшать. Эпĕ кунта куҫса килнĕ. Паянхи кун та пĕтĕм кăмăлпа пурăнатăп, ҫичĕ ачана  пăхса ҫитĕнтерсе ура ҫине тăма пулăшнă», – тенĕ Сергий диакон.  Палăртнă кун РФ Президенчĕн медальне тивĕҫлĕ пулнă Инна Кирилловăна хаваслă лару-тăрура чысланă. Волонтер 2017 ҫулта Сочи хулинче фестивале хутшăннă пулнă.  

Фоторепортаж  



09 января 2019
10:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter