Чăваш Республикин тĕп хулинче «Раштав чупăвĕ» йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусем иртнĕ

В столице Чувашской Республики состоялись лыжные соревнования «Рождественская гонка»Кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Раштав чупăвĕ» республикăра иртнĕ ăмăртусене торжествăлла майпа уҫнă ҫĕре хутшăннă. Спорт уявне Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин спорт министрĕ Михаил Богаратов,  йĕлтĕрпе чупассипе ĕҫлекен федерацин Чăваш Енри ертӳҫи Владимир Олаев тата ытти хăнасем хутшăннă.

Мероприятисене пухăннисене саламланă май, Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче хĕллехи спорт ăмăртăвĕсем хăйне евĕр питĕ пĕлтерĕшлĕ тесе каланă.  «Вĕсем сивĕрен хăраманнине ҫирĕплетеҫҫĕ. Уҫă сывлăшра кăлетке-ҫурăма хускатма питех те меллĕ. Палăртнă спорт ăмăртăвне регионсен хушшинчи мероприяти теме те юрать. Кăҫал кăмăллă, чупăва пĕтĕмпе пиллĕк регионтан хăнасем килсе ҫитнĕ.  Пирĕн пата спортсменсем хаваспах килеҫҫĕ, вĕсем условисем лайăх пулнине курса ĕненеҫҫĕ. Йĕлтĕр йĕрĕ таса, ярăнма ҫав тери лайăх.  Палăртса хăвармалла, объектсенче трассăсене тасатма ятарлă техника пур. Пĕр сăмахпа каласан, условисем чаплă», – тенĕ  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.    

Сăмах май, регион Ертӳҫи республикăра йĕлтĕрпе ярăнассипе спорт ăмăртăвне халăх хушшинче сарассипе сахал мар тимлĕх уйăрнине каланă. «Ҫулсерен йĕлтĕрпе чупма ытларах та ытларах трассăсем йĕркеленсе пыраҫҫĕ, кашни ялта пур тесен те йăнăш мар. Район центрĕсенче ҫав тери пысăк объектсем.   Кашни ҫул республикăра «Раҫҫей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртусене ирттереҫҫĕ. Пысăк тав сăмахĕсем калатăп, спорта ҫӳрекен хастарсене.  Сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыни паха. Сывлăха ҫирĕплетни пурăнас ĕмĕре тăсать», – палăртнă вăл.

Кăҫал ăмăртăва пĕтĕмпе 200 яхăн ытла спортсмен хутшăннă. Мускавран, Ульяновск облаҫĕнчен, Марий Элран, Саха-Якутирен тата ытти ҫĕртен килсе ҫитнĕ.  

Мускавран килнĕ «Самбо-70» спортпа вĕренӳ центрĕн тренерĕ Андрей Николаев сăмахланă май, кăҫал пирĕн региона спортсменсене пĕлтĕрхипе иккĕмĕш хут илсе килнине хыпарланă.  Чăнласах та условисем лайăх тесе ҫирĕплетсе хăварнă. Хăллехи спорт ăмăртăвĕсем Чăваш Енре анлăн сарăлнă тесе палăртнă сумлă хăна.  Раҫҫей, тĕнче шайĕнче республикăри спортсменсем  сахал мар пысăк хисепе те тивĕҫнине тепĕр хут асăннă.  Чăнласах та условисем чаплă, ачасем спорта юратни куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

Ăмăртусенче мала тухнисене медальсем тата дипломсем парса хавхалантарнă.    

Фоторепортаж



09 января 2019
08:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter