Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центра ҫитсе килнĕ, Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕпе пухăннисене ăшшăн чун-чĕререн саламланă

Михаил Игнатьев поздравил подопечных комплексного центра социального обслуживания населения города Чебоксары с Днем пожилыхАвăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центра ҫитсе килнĕ, Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕпе пухăннисене ăшшăн чун-чĕререн саламланă.

Центр директорĕ Ренада Федорова регион Ертӳҫине аслă ҫулсенчи ватăсемпе кулленех тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе ирттернине, вĕсене валли хăтлă условисем пуррине асăннă.  «Кĕмĕл ҫулти» ватăсем спорт, культура мероприятийĕсене хапăл тусах хутшăннине хыпарланă социаллă пулăшу паракан комплекслă центр ертӳҫи.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ центрта тăрăшакансен ĕҫне пысăка хурса хакланă, федераци шайĕнче те проектсем тивĕҫлĕ вырăн йышăннине тепĕр хут асăннă вăл. Калăпăр, «Экспресс-асаннесем» проект уйрăмах анлă сарăлнă ҫĕршывра. Вĕсем Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче иртнĕ конкурсра диплома тивĕҫнĕ.

Центра ҫӳрекенсем учрежденийĕнче тăрăшакансен ĕҫĕсемпе кăмăллă, ватăсем патне пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ тесе ҫирĕплетнĕ.  

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче республикăна аталантарассипе йышăннă приоритетлă направленисем пирки каласа кăтартнă, сывлăх сыхлавĕн, вĕренӳпе спорт, культура тытăмĕнче пурлăхпа техника бази кулленех пуянланса пынине пĕлтернĕ.  Ҫуртсем таврашĕнче инфратытăм ҫирĕпленет, ҫулсем пĕтĕмпех йĕркене кĕрсе пыраҫҫĕ тенĕ сăмаха малалла тăснă май.

 Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен» 118-мĕш Указа ҫак кунсенче алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Вăл - çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен. Кашни çемьене, республикăра пурăнакан мĕнпур çынна пырса тивет. Документ пысăк пĕлтерĕшĕ пулни каламасăрах паллă. 2020-мĕш ҫулта Указа пурнăҫа кĕртсе пыма 3,4 млрд тенкĕ пăхса хăварнă. Ялта пурăнакансен хуларинчен пурнăҫ условийĕ нимĕнпе те улшăнса тăмĕ, пĕр пекех хăтлă пуласси пĕрре те иккĕлентермĕ. Кăҫал социаллă политикăна аталантарма 14 млрд ытла укҫа-тенкĕ тăкакланĕ. Вăл шутран Чăваш Республикин ĕҫ ветеранĕсене уйăхсерен укҫа парса пулăшу пама пурĕ1,6 млрд пăхса хăварнă.  

«Ҫав тери чаплă уяв – Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕ. Палăртнă куна ырă кăмăллă, ҫамрăк чун-чĕреллĕ ҫынсене халалланă», - тесе каланă Михаил Игнатьев, пурне те уяв ячĕпе ăшшăн саламланă, ырлăх-сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр суннă. Ҫывăх ҫыннăрсем яланах пĕрле юнашар пулччĕр тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.   

Мероприятинче чаплă куна палăртса, пуҫтарăннă ватăсене, хисепе тивĕҫнисене Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Лариса Арсентьева ăшшăн саламланă.   

Уяв мероприятийĕ хаваслă юрă-ташăпа вĕҫленнĕ, пултарулăх ушкăнĕсем пухăннисене хаваслă кăмăл-туйăм парнеленĕ.

Фоторепортаж



01 октября 2019
09:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter