Чăваш Енре 85 ҫула ҫитнисем 18 пине яхăн, 100 ҫул тултарнисем вара ҫĕр ҫын ытла пурăнать

В Чувашии более 18 тыс. жителей перешагнули 85-летний рубеж, а около 100 человек отметили 100-летний юбилей Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕнче, юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев сумлăран та сумлă, пысăк хисепе тивĕҫнĕ аслă ҫулсенчи ҫынсемпе уҫă тĕлпулу ирттернĕ.  

Ку хутĕнче ҫавра сĕтел мелĕпе ирттернĕ калаҫăва республикăри паллă ентешĕмĕрсем: Анна Арсеева, Крета Валицкая, Петр Ивантаев, Вера Кузьмина, Валерий Львов, Года Нудельман, Юрий Семендер, Ревель Федоров тата  ытти «кĕмĕл ҫулсенчи» ватăсем пухăннă. Асăннă ҫынсем республикăн социаллă пурнăҫăпе экономика аталанăвне пысăк тӳпе хывнисем. Шăпах та, вĕсем хăйсен паха ĕҫĕсемпе региона хăватлă аталанса пыракан республика тума витĕм кӳнисем.

«Ҫакăн йышши тĕлпулусенче, эпир хамăр енчен ватăсене сума суннине анчах мар, вĕсен ырă ĕҫĕсем те ҫитĕнекен ăрушăн тĕслĕхре пулнине палăртатпăр. Республика историне тĕплĕнрех аса илме те меллĕ. Эсир ҫăмăлах мар вăхăтсенче ĕҫлесе, региона, ҫĕршыва «ура» ҫине тăма пулăшнă. Кирек-епле йывăрлăха та парăнтарма пĕлнĕ», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев.

Патшалăх политикин тĕп ҫул-йĕрĕсенчен пĕри – ватăсене тимлĕх уйăрасси. Аслă ҫулсенчи ватăсене пирĕн пурăнма май килнĕ таран хăтлă условисем йĕркелесе тăратасси кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать тесе уйрăммăн палăртса каланă регион Пуҫлăхĕ.    Республикăра «кĕмĕл ҫулсенчи» ватăсен пурнăҫне кулленех лайăхлатса пырассишĕн республика Правительстви те ҫине тăрсах ĕҫлени куҫкĕретех. 2007 ҫулта «Чăваш Республикин ĕҫ ветеранĕ» хисеплĕ ята пама йышăнса хăварнă. Ырă ята 2012-мĕш ҫултан пуҫласа ĕҫ стажне тĕпе хурса пама пуҫланă, Чăваш Енре вăл сума 67 пин ҫын тивĕҫнĕ.

«Эсир чун-чĕрепе ҫамрăк. Сирĕн пуҫаруллă ĕҫсем те сахал мар-ха. Паха ĕҫ опычĕ пирĕншĕн кирек-хăҫан та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ахаль мар пулĕ, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  ҫумĕнче Ваттисен канашне йĕркелесе янă. Сире пула, нумай чухне йывăрлăхсенчен тухма май килет. Эсир ялан усăллă канашсемпе сĕнӳсем паратăр», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ.

«Ӳлĕмрен те эпир сире пулăшма хатĕр», – каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи Ваттисен канашĕн членĕ Петр Ивантаев.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хăйĕн сăмахĕнче ветерансене саламланă май, юлашки ҫулсенче республикăра чылай ĕҫ пурнăҫланине асăннă. Сывлăх сыхлавĕн пайĕ кулленех ҫĕнелсе пынине, пурлăхпа техника бази те пуянланнине асăннă.    Ҫулсерен ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ФАПсем хута кайнине, аслă ҫулсенчисем валли ятарлă уйрăмсем ҫĕкленнине те хыпарланă ведомство ертӳҫи. «Демографи» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн, регионта «Аслă ăру ҫыннисем» ятлă проект 2019 ҫулта пурнăҫа кĕме пуҫланине те палăртса хăварнă вăл.   Мĕнпур ĕҫсене вăхăтра тата туллин пурнăҫланипе, республикăра вăрăм ĕмĕрлисен шучĕ пысăкланса пыни те куҫкĕретех. Калăпăр, 85 ҫултан иртнисем 18 пин ытла ҫын, 100 ҫул тултарнисем ҫĕре яхăн. Кăтарту лайăх пулни пурсăмăра та пурăнма хавхалантарса тăрать, республикăра условисем хăтлă пулнине ҫирĕплетет.   

Каласа хăвармалла, халăх хушшинче массăлла спорта аталантарас ыйту ҫине те пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ. Ҫак ĕҫе ватăсем те пĕтĕм кăмăлтан хутшăнни сисĕнет. Вĕсем хаваспах тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса, хăйсен ăсталăхне кăтартса параҫҫĕ. Тепĕр тесен, Чăваш Енре спорт комплексĕсем ҫителĕклĕ пулни те вĕсене витĕм кӳни сисĕнет. Сывлăх кунĕсем кашни уйăхра иртеҫҫĕ, халăх ун чухне спорт уйрăмĕсене тӳлевсĕрех ҫӳрет. Регионти халăха социаллă пулăшу паракан центрсенче 27-шĕнче 800 ытла граждан ҫурран утассипе ятарлă меслетпе хăйсен сывлăхне ҫирĕплеме кăмăл тăвать.

Паян тĕлпулăва пухăннисем ҫакăн йышши мероприятисене тăтăшах ирттерме чĕнсе каланă. Ветерансене тепре чухне ĕҫ ушкăнĕсене йыхравласан та питĕ усăллă пулнă пулĕччĕ теҫҫĕ ватăсем. Чи пахи – вĕсен пуян опытне ҫитĕнекен ăру ăша хывса пурăнма пĕлни.

 Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Лариса Арсентьева сумлă ентешĕмĕрсене ăшшăн саламланă, вăрăм кун-ҫул, телей суннă.   Паян мероприятине Чăваш наци вулавăшĕнче ирттернĕ. Мероприятийĕн тĕп пайĕ вĕҫленнĕ хыҫҫăн, хăнасемпе пĕрле аслă ҫултисем Геннадий Айхи куравĕпе паллашнă, Чăваш халăх поэчĕн ытарлă ĕҫĕсене курса хакланă.  Паянхи куна илес пулсан, паллă поэтăмăрăн ĕҫĕсене 26 чĕлхе ҫине куҫарса халăх патне илсе ҫитереҫҫĕ. Пысăк курав пуриншĕн те кăсăклă, чылай сăн ӳкерчĕк калама ҫук ҫав тери ытарлă пулнă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кăҫал Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫинине халалласа Геннадий Айхи пирки пысăк кĕнеке хайласа кăларсан питĕ вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ, республикăра пурăнакансемшĕн парне вырăнне пуласси те куҫкĕретех тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. Хăнасем ку шухăшпа килĕшнĕ. 

Фоторепортаж



01 октября 2019
16:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter