Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри наркотиксемпе кĕрешекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ
Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри наркотиксемпе кĕрешекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ.
Ларăва пухăннисем наркăмăшсене хирĕҫ тăма май паракан тĕрлĕ мерăсем пирки тарăн сӳтсе явнă.
Чăваш Республикинчи шалти ĕҫсен министерствин наркотиксен ҫаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан Управленийĕн ертӳҫи Данис Шакуров 2019 ҫулăн 8 уйăхри ĕҫ кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Наркăмăшпа алхасакансен йышĕ пĕлтĕрхи ҫул ҫак тапхăртипе танлаштарас пулсан, кăтартусем сахалланнă, кăҫал вара 2 процент чухлĕ чакнине хыпарланă вăл.
Кăрлач-ҫурла уйăхĕсенче наркотик енĕпе 628 йĕрке пăснă тĕслĕхе тупса палăртнă. Чăваш Енри шалти ĕҫсен министерствинче тăрăшакансем 49,7 кг наркăмăша тупса пăрахăҫланă. Вĕсем регионти ФСБра, УФСИНра тăрăшакансем пĕр-пĕринпе ĕҫлĕ ҫыхăнура пулнине кура, пăтăрмахсене вăхăтра тупса, айăплисене явап тыттарнине хыпарланă ертӳҫĕсем.
Чăваш Республикин Шалти ĕҫсен министерствине регионти Таможня службипе те ĕҫлĕ ҫыхăнусене тĕпе хурса, хушма мерăсем йышăнса хăварма чĕнсе каланă ларăва пухăннă ĕҫчешсем.
Волонтерсемпе килĕшсе ĕҫлемелле, вĕсем те сахал мар витĕм кӳме пултарĕҫ. «Интернет» ҫыхăнăвĕсене кулленех тĕрĕслевре тытмалла, саккунсăр майпа сутăнакан таварсем пирки усал хыпарсене халăхра сарассинчен сыхă тăмаллине те асăрхаттарса хăварнă пуҫлăхсем. Федерацин ҫыхăну пайне тĕрĕслесе асăрхаса тăракан регионти Управленийĕн кирек-епле ыйтăва та вăхăтра асăрхамалла, сайтсем ҫинче енчен те киревсĕр таварсем пирки хыпарсем вырнаҫăнă пулсан, вĕсене чарса лартмалла.
2018/19-мĕш ҫулсенче вĕренӳ учрежденийĕсенче ҫамрăксем хушшинче тест йĕркелесе ирттернĕ пулнă, пĕтĕмлетӳсене палăртнă комиссийĕн ларăвĕнче анлăн тишкернĕ.
Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов хăйĕн докладĕнче мĕнпур15 ҫулхи яш-кĕрĕмрен 85 проценчĕ теста хутшăннине хыпарланă. Аслă шкулсенче вĕренекенсем вара 42,6 процент тест витĕр тухнине асăннă министр сăмаха малалла тăснă май.
Йывăрлăх кăларса тăратма пултараканнисем – 113 шкул ачи, аслă шкулсемпе ытти вĕренӳ учрежденийĕсенче шутланса тăраканнисем 114 ҫын. Пăшăрхантарать – пĕрремĕш курсра вĕренекен 30 студент усал амак аллине кĕрсе лекме те ĕлкĕрнĕ. Вĕсемпе хальлĕхе тăтăшах профилактика ĕҫĕсем ирттереҫҫĕ, психологсем тĕрлĕ калаҫусем йĕркелеҫҫĕ. Кăҫал мероприятисене чӳк уйăхĕнче ирттерме плана кĕртсе хăварнă. Теста вара 13 ҫултанах ачасем хушшинче йĕркелеме йышăну тунине пĕлтернĕ министр.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов хăйĕн сăмахĕнче ачасем хушшинче комплекслă тĕрĕслевсем кулленех пулса пынине хыпарланă. Медицинăра тăрăшакансем ҫамрăксемпе тĕл пулса, наркăмăшсен сиенĕ пирки час-часах пĕлтернине каланă. Шкул ачисемпе студентсем тухтăрсемпе килĕшсе, пĕр шухăшлă пулса тӳрĕ ҫул ҫине тăма ăнланса пынине те асăннă вăл. 105 вĕренӳ учрежденийĕнче ăс пухакан 4017 ача ҫирĕп тĕрĕслев витĕр тухнă, вăл шутран 2 131 шкул ачи тата 1886-шĕ студент тесе асăннă ведомство ертӳҫи. Пĕр ача наркăмăшпа алхаснине тупса палăртнă, ăна ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ специалистсем тенĕ сăмаха ҫавăрса.
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ыйтăва пĕтĕмлетнĕ май, профилактика ĕҫне ҫамрăксем хушшинче анлăрах сарма чĕнсе каланă. Тест йĕркеленĕ чухне, ачасене ҫирĕп тĕрĕслев витĕр кăларма ыйтнă.
Ларура Чăваш енри ачасен прависене хӳтĕлессипе тимлекен Уполномоченнăн Елена Романова тарăн доклад туса панă, унăн ыйтăвĕ ҫине Чăваш Енри Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман психиатор-наркологĕ Ирина Булыгина хушса каланă.
Кун йĕркине кĕртнĕ мĕнпур ыйтусене тарăн сӳтсе явса тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.