Шупашкарта пулакан «Кадеты Приволжья-2019» IV-мĕш Спартакиадăна Атăлҫи федераци округне кĕрекен ултă регионтан кадет ушкăнĕсем килсе ҫитнĕ

В IV Спартакиаде «Кадеты Приволжья-2019» в Чебоксарах принимают участие воспитанники кадетских корпусов из шести регионов ПФОЮпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Атăлҫи кадечĕсем-2019» IV-мĕш Спартакиадине савăнăҫлă лару-тăрăва уҫнă ҫĕре хутшăннă.  Мероприятийĕн торжествăлла пайне Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн ҫумĕ Олег Машковцев, Чăваш Енĕн федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров, Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов, федерацин Атӑлҫи округӗн Совет Союзӗн Геройӗ А.В. Кочетов ячӗллӗ Чӑваш кадет корпусӗн  директорĕ Юрий Маслов хутшăннă.

 Иртекен палăртнă мероприяти регионта «КаДетство» ҫарпа патриотизм  проекчĕпе тӳр килет. Ăна кăҫалхипе тăваттăмĕш хут ирттереҫҫĕ.  Пуҫласа Чăваш Енре ку мероприяти пулать.

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче пухăннисене саламланă май, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представительне Игорь Комарова пирĕн тăрăхра ҫакăн пек чаплă мероприятине ирттерме ирĕк панăшăн тав тунă. «Пирĕн республикăна шанни, пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ», тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.    Сăмах май, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин спорта, сывă пурнăҫ йĕркине аталантарса пырас ĕҫсем патшалăхăн тĕп приоритечĕсем пулнине пĕрре мар каланине аса илсе хăварнă вăл сăмаха малалла тăснă май.

    Федераци тата регионсем шайĕнчи программăсене пурнăҫа кĕртме сахал мар тĕрев куҫса пырать. Ачасем мĕн пĕчĕкрен спорта юратса ҫитĕнччĕр тесе, вĕсене валли хăтлă условисем йĕркелесе тăратнă.   «Спартакиада вĕрентӳ тытăмне ҫӳле ҫĕклеме витĕм кӳрет. Ачасен кĕлетке-ҫурăмне аталантарса пыма та меллĕ.  Спартакиада – ҫамрăксен тавракурăмлăхне пур енлĕн те хаклама май парать. Кадет класĕсенче яш-кĕрĕм епле хатĕрленсе пынине те курса ĕненме меллĕ», тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн ҫумĕ Олег Машковцев.  Спартакиадăра пĕтĕмпе 120 ушкăн тупăшать. Пушкăртран, Тутарстанран, Удмуртирен, Чăваш Енрен, Чулхуларан тата ытти хуласенчен кадетсем пухăннă асăннă мероприятине. Вĕсенчен кашни хăйсен ăсталăхне кăтартса парассишĕн тăрăшать. «Кашни регионта Кадет корпусĕсем тĕслĕхре. Чăваш Енре Кадет корпусĕнче ăс пухакансем епле аталанса пынине эпир сăнасах тăратпăр.  Палăртма кăмăллă, регион корпус валли хушма укҫа йышăнса хăварнă. Ятарлă пӳлĕмсенче пурлăх пайне пуянлатса пыраҫҫĕ.  Курăр-ха, спорт площадки ҫав тери чаплă.  Условисем пĕтĕмпех ачасен тавракурăмлăхне ӳстерсе пыма витĕм кӳреҫҫĕ», – тенĕ Олег Машковцев.

 Спартакиада ирттернĕ май, ҫулсерен кадетсен корпусĕсене хаклав тăваҫҫĕ. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне ачасем епле тытнине те тарăн тишкереҫҫĕ,  ылтăн медальпе вĕренсе тухакансен йышне те пăхаҫҫĕ, тĕрлĕ ăмăртусенче епле кăтартусемпе палăрнисене те сӳтсе яваҫҫĕ. Пĕр сăмахпа калас пулсан, Раҫҫей Федерацийĕн Ҫут ĕҫ  министерстви ирттерекен мероприятисенче кадетсем хăйсене тивĕҫлĕ шайра кăтартса пама пĕлнине те хаклаҫҫĕ. Паян Спартакиадăра ҫамрăксем спортăн тĕрлĕ енĕпе хăйсене кăтартса параҫҫĕ.    

Фоторепортаж    



11 октября 2019
14:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter