Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев йĕркелесе ирттернĕ ĕҫлĕ канашлăва хутшăннă

Глава Чувашии Михаил Игнатьев принял участие в совещании Председателя Правительства Российской Федерации Дмитрия МедведеваЮпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра ĕҫлĕ визитпа пулнă, унта Ертӳҫĕ Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев йĕркелесе ирттернĕ ĕҫлĕ канашлăва хутшăннă. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – регионсен социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарассипе йышăннă харпăр хăй программисене тарăн тишкерсе тухасси пулнă.   

Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ хăйĕн сăмахĕнче кашни субъектăн хăйне евĕр программăсем тесе хакланă, чи лайăххисене тарăн тишкерсе анлăрах пурнăҫа кĕртсе пырассипе ĕҫлемеллине чĕнсе каланă.  Наци проекчĕсемпе, патшалăх программисемпе, федерацин тĕллевлĕ программисемпе тӳр килекен проектсем ҫине ытларах тимлĕх уйăрмалла.  Ҫавăнпа та, кашни программăпа тĕллевлĕн ĕҫлесе пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлмаллине те палăртса каланă вăл.

«Пирĕн тĕллев – индивидуаллă программăсемпе ĕҫлессине вĕҫне тухасси. Вĕсен инфратытăма хăватланма витĕм кӳмелле. Пĕлтерĕшлĕ пысăк инвестициллĕ программăсене тĕрлĕ сферăсенче ĕҫлеттерме тăрăшмалла.  Плансене пурнăҫа кĕртсе пыма тытăнмалла, вĕсем экономикăна, вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне аталантарма, строительство тытăмне, ҫурт-йĕрпе экологи, социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене вăхăтра татса пама  пулăшĕҫ», тенĕ вăл.

«Аталанса пыма витĕм кӳрекен проектсене хăватлантарма тĕрев пама яланах эпир хатĕр.  Ҫĕнĕлле экономика ҫирĕпленсе аталанса пытăр тесе, кирлĕ пек тĕрĕс ҫул-йĕрсем шыраса тупма пĕлмелле.  Инвестици явăҫтарассишĕн ырми-канми тăрăшмалла. Экономикăра ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсене йышăнса хăвармалла, вĕсем тĕрлĕ сферăсене ҫирĕппĕн ура ҫине тăма витĕм кӳрĕҫ. Тĕрлĕ ыйтусене татса парас ĕҫе те сахал мар пулăшу пулĕ», тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ.

Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономикине вăрах вăхăтра аталантарса пымалли программăн проекчĕпе килĕшӳллĕн, ҫитес пиллĕк ҫул хушшинче республикăна инвестици явăҫтарас ĕҫ ӳссе пырасси те паллă, Раҫҫейри вăтам кăтартуран виҫе хăпарма пултарать.  Ҫулсерен ҫитĕнӳсен кăтартăвĕ 10 процент таран ӳсесси те куҫкĕретех. Инвестици явăҫтарассин ҫулталăкри вăтам кăтартăвĕ 67 млрд иртсе каясси паллă. (бюджетран хывăнакан инвестицине шутламасăрах) асăннă виҫе пуласси сисĕнет. 



11 октября 2019
08:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter