Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ял хуҫалăх тата тирпейлекен промышленноҫ ĕҫченĕн кунĕ ячĕпе саламлани

Агропромышленноҫ комплексĕн хисеплĕ ĕҫченĕсем, ял ҫыннисем, ҫĕр ĕҫченĕсем!

Сире Ял хуҫалăх тата тирпейлекен промышленноҫ ĕҫченĕн кунĕ ячĕпе пĕтĕм чунтан саламлатăп!

Ҫак уяв тăван ҫĕре юратса ун ҫинче яваплăха туйса ĕҫлекен мĕн пур ҫынна пĕтĕҫтерет.

Паян агропромышленноҫ комплексĕнче пысăк инвестици проекчĕсем пурнăҫланаҫҫĕ, ҫĕнĕ фермер хуҫалăхĕсем йĕркеленеҫҫĕ, потребительсен кооперацийĕ ҫирĕпленет. Пирĕн ял хуҫалăх продукцине сутмалли рыноксем ҫуллен анлăланса пыраҫҫĕ, унăн экспорчĕ ӳсет.

Кăҫал Чăваш Республикин аграрийĕсем тухăҫлă тыр-пул пухса кĕртрĕҫ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан тĕш тырă культурисен тухăҫĕ - 14,4%, ҫĕр улмин - 47,9%, пахча ҫимĕҫĕн икĕ хут пысăкрах. Республикăшăн йăлана кĕнĕ отрасль - хăмла ҫитĕнтересси - аталанать. Пухса кĕртнĕ хăмлан пĕтĕмĕшле виҫи иртнĕ ҫулхинчен 1,5 хут ӳснĕ.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тĕлĕшпе хуҫалăх ĕҫĕн пĕчĕк формисем вăй илеҫҫĕ, сĕт суса илесси тата аш-какай туса илесси ӳссе пыраҫҫĕ.

Хресченсем - Чăваш Ене тăрантаракансем - хăйсен ырми-канми ĕҫĕпе республика экономикин аталанăвне малашне те пысăк тӳпе хывасси, апат-ҫимĕҫ рынокне экологи тĕлĕшĕнчен таса та паха продукципе тивĕҫтересси пирки иккĕленместĕп.

«Ĕҫне кура - хисепĕ», - тенĕ халăхра. Агропромышленноҫ комплексĕн ĕҫченĕсене, ветеранĕсене ĕҫченлĕхшĕн, суйласа илнĕ ĕҫе парăннăшăн, тăван ҫĕре юратнăшăн чунтан тав тăватăп.

Пурне те ҫирĕп сывлăх, ыранхи кун тĕлĕшпе иксĕлми шанчăк, юратнă Чăваш Еншĕн тăвакан ĕҫре ăнăҫусем, телей тата ырлăх сунатăп.

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                        Михаил Игнатьев.



11 октября 2019
17:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter