Пĕтĕм Раççейри «Студентсен мисĕпе мистерĕ» конкурса хутшăннисене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă

Михаил Игнатьев приветствовал участников XIII Всероссийского конкурса интеллекта, творчества и спорта «Мисс и мистер студенчество России»Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раççейри «Студентсен мисĕпе мистерĕ» конкурса ҫитсе килнĕ.  Ҫĕршыври чи ăслă та пултаруллă яш-кĕрĕм Шупашкарта пуçтарăннă. Унта 27 регионтан хăнасем килнĕ 41 студент ăмăртнă. Паллă пулăм И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче пулнă.  

Мероприятине пухăннă халăха, хĕрсемпе каччăсене республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев уяв ячĕпе саламланă. «Эсир хăвăрăн пултаруллăхăра кăтартса пама пуҫтарăннă Чăваш Ене. Сирĕншĕн ҫак кунсем ĕмĕрлĕх асра ылттăн сăрăпа ҫырăнса юлĕҫ. Пурте эсир пуҫаруллă, мал ĕмĕтлĕ, пысăк тавракурăмлă. Вĕренме хастар, спортпа туслă,  тус-юлташсемпе тарават, аслисене яланах хисеплеме, сума сунма пĕлетĕр. Эпир сирĕнпе мăнаҫланатпăр. Ҫĕршывăн хастар яш-кĕрĕмĕ ҫитĕнет. Шăпах та, пуласлăх епле пуласси сирĕнтен килет», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев.     

Регион Ертӳҫи мероприяти йĕркелӳҫисене мухтаса тав тунă. Чăваш Республикине ҫакăн пек чаплă пулăма йĕркелесе ирттерме шаннăшăн Раҫҫейри Ҫамрăксен Пĕрлешĕвне, ҫамрăксемпе ĕҫлекен Федераци агенствин ĕҫчешĕсене пурне те мухтанă республика Ертӳҫи.

Конкурса кашни ҫул ирттереҫҫĕ. Чи пултаруллă яшсемпе хĕрсене тупса палăртассишĕн тăрăшаҫҫĕ специалистсем.  Ҫамрăксем пĕр-пĕринпе тачăрах пулма, паха опытсемпе те паллашма пултараҫҫĕ. Раҫҫей Федерацийĕнчи тĕрлĕ халăхсен культурисемпе тарăнрах кăсăкланма те питĕ меллĕ.  

Финал ăмăртусене РФ 26 регионĕнчен 41 ҫын хутшăннă. Эрне хушшинче яш-кĕрĕм хăйсен ăсталăхне кăтартса панă, тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсенче пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрса мала тухассишĕн ăнтăлнă.   Студентсене пур енлĕн те хакланă. Ҫирĕп тупăшура мала тухассишĕн кашни ырми-канми вăй хунă, ир пуҫласа каҫччен ҫамрăксем хăйсен ăсталăхне туптанă. Пĕр-пĕринпе паллашнă, тавракурăмлăха пуянлатнă, региона курса хакланă.   

Раҫҫейри Ҫамрăксен Пĕрлешĕвĕн Председателĕ – жюри ертӳҫи Павел Красноруцкий журналистсемпе канашланă май, Чăваш Енре мероприяти ҫав тери лайăх иртнине, регионти ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем пысăк тимлĕх уйăрнине, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ те сахал мар пулăшу кӳнине асăннă.  Палăртма кăмăллă, Пĕтĕм Раççейри «Студентсен мисĕпе мистерĕ» конкурс ҫав тери ҫӳллĕ шайра иртрĕ тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

Фоторепортаж



12 октября 2019
09:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter