Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрĕ ăстисемпе тĕлпулу ирттернĕ

Мастера народного творчества обратились к Главе Чувашии Михаилу Игнатьеву с предложением учредить День чувашской вышивкиЮпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрĕ ăстисемпе тĕлпулу ирттернĕ. Тĕп калаҫу – чăваш халăхĕн йăли-йĕркине, культурине, пуян опытне упраса хăварасси тавра пулнă.

Уҫă калаҫăва Чăваш тĕррин музейĕнче йĕркеленĕ.  Мероприятине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле республикăн культура министрĕ Константин Яковлев, Чăваш тĕррин музейĕн ертӳҫи Ирина Меньшикова, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров хутшăннă.   

Калаҫу ҫав тери кăсăклă та пĕлтерĕшлĕ пулнă. Тĕрĕ ăстисем паха сĕнӳсем панă мероприятине пухăннă ĕҫчешсене.  Чăваш Республикин культурин тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ, чăваш халăх ăсти Евгения Жачева Чăваш тĕррисен кунне паллă уявсен шутне кĕртме сĕннĕ.  Кун пек йышăну тусан, чăваш халăх культурине вĕренес текенсен йышĕ ӳсессине палăртнă вăл.  Ҫитĕнекен ăрăва пирĕн несĕлĕмĕрсем вĕренсе хăварнă, паянхи кун та упраннă паха тĕрĕсене ăша хывсан, ҫамрăксен ăс-хакăл тĕнчи тата та пуянланса пырассине палăртнă вăл.  

Ку енĕпе сахал мар регионта ĕҫ пурнăҫланать.  Чăваш патшалăх культура институтĕнче уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрни куҫкĕретех. Тĕлпулу вăхăтĕнче ҫамрăксен алă ĕҫĕпе паллаштарнă, тĕрĕсен вăрттăнлăхĕсем пирки  каласа кăтартнă.

Йăла-йĕркене упрасси ĕҫре «Паха тĕрĕ» фабрика пысăк тимлĕх уйăрни куҫкĕретех. Çĕвĕсенче çырулăх пуррине, тĕрĕ майĕсенче хĕвел, çĕр урисем, вĕсен çаврăнăшĕсем палăрнă кĕпе-тумтир сахал мар ĕҫлет фабрика. Чăвашсен çĕр пин тĕрри пирки те сăмах ахальтен тухман ĕнтĕ.  Ҫакнах ертӳҫĕсем те ҫирĕплетсех хăварнă.  Фабрика тĕрĕ енĕпе самай аталанса пырать, халăх ыйтăвне тивĕҫтерме тăрăшать.  Предприятийĕн ертӳҫин ҫумĕ Маргарита Павлова пĕлтĕр конкурсра чăваш тумтирĕ 1-мĕш степень лауреачĕ пулса тăнине ырă хыпара пĕлтернĕ.  Раҫҫей шайĕнче фабрикăра калăпланса тухакан таварсем анлă сарăлнине те асăнса хăварнă вăл сăмаха ҫавăрса.

Уҫă калаҫăва пухăннисем тĕрĕ пирки сахал мар пӳпленĕ.  Чăваш Енĕн алă  ĕҫ ăстисем ыттисемшĕн тĕслĕхре пулнине палăртса хăварнă.  Музей директорĕ Ирина Меньшикова хăйĕн сăмахĕнче, учреждение 2015 ҫултан пуҫласа 35 пин ытла ҫын килсе чăвашсен тĕррисемпе кăсăкланнине пĕлтернĕ. Уҫă уроксем, тĕплĕ калаҫусем те чылай ирттернине палăртнă ертӳҫĕ. Тĕпчев ĕҫĕсем ҫине те тимлĕх уйăрнине асăнса хăварнă вăл.  Чăвашсен пуян историпе паллашас текенсен йышĕ ӳссех пынине, торжествăлла мероприятисенче те паллă вырăн йышăннине каланă директор.

 Асăнса хăвармалла: асăннă музее 2015 çулхи çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ укҫапа уçнă.

«Сирĕн проектсем хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăраҫҫĕ.  Халăх ыйтать, ĕҫсемпе кăмăллă.  Социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсем тепре чухне тупăш илсех килеймеҫҫĕ, апла пулин те патшалăх енчен тĕрев пама тăрăшăпăр.   Чăвашсен туприне упраса хăварасси, вĕсене ăша хывса пурăнасси  - пирĕн тĕллев», тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Ҫак ĕҫсене ытларах ачасене явăҫтарма чĕнсе хăварнă специалистсене.  Халăхсен Туслăх ҫуртĕнче тĕрĕ енĕпе уйрăм секци йĕркеленессине те асăннă ертӳҫĕсем.  

Культура министрĕ Константин Яковлев хăйĕн сăмахĕнче ялсенче культура ҫурчĕсенче кружоксем йĕркелесе яма сĕннĕ, халăх валли условисем йĕркелесе тăратмаллине каланă.

Чăваш автономи облаҫне йĕркелесе янăранпа 100 ҫул, ăна халалласа ирттерекен мероприятисене тĕрĕ ăстисене те хутшăнма чĕнсе хăварнă регион Пуҫлăхĕ. РФ ытти регионĕсенче те пирĕн тăрăхри мероприятисене ирттерме плана кĕртнĕ.   Чăваш культурин кунĕсем ытти халăхсем хушшинче те анлă сарăласси паллă. Калăпăр, Чи пысăк уяв Мускавра пуласси планра та пур.

Ҫĕнĕ Шупашкарти ӳнерҫĕсен шкулĕнче ĕҫлекен, Раҫҫей Федерацийĕн культурин тава тивĕҫлĕ ĕҫченĕ Татьяна Шаркова «Манăн асаттен ҫĕрĕ» хăйĕн ĕҫĕпе паллаштарнă.  Ăна вăл музей куравне те йĕркелесе тăратнине хыпарланă.   

Палăртнă кун Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрлĕ куравсемпе паллашнă, алă ĕҫ ăстисен тĕррисене курса хакланă. Чăвашсен пуянлăхĕпе те кăсăкланнă.  

Фоторепортаж



14 октября 2019
07:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter