Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ

Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Канашлура паян Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Инна Антонова таварсем хакĕ пирки чарăнса тăнă, ыйтусене уҫăмлатса хăварнă.

Кăҫал юпа уйăхĕнчи таварсен хакĕсем пысăках марри сисĕнет. Социаллă пĕлтерĕшлисем: ҫĕр улми, сыр ҫĕршыври ытти регионсемпе танлаштарсан чылай пĕчĕк, республика пĕрремĕш вырăнта тăрать.

Пахча-ҫимĕҫ, улма-ҫырла, сĕт-ҫу хакĕсене кулленех Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерстви тĕрĕслевре тытать тенĕ ведомство ертӳҫин тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче «Меркурий» федерацин информацисен тытăмне ҫирĕп асăрхаса тăнине каланă, таварсен пахалăх шайĕ ҫине уйрăмах тимлĕх уйăрать тенĕ вăл.    

Агропромышленноҫ комплексне аталантарас енӗпе тӑвакан пирӗн пӗтӗм ӗҫ тӗп тӗллевсене – халӑха лайӑх пахалӑхлӑ апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерессине тата пурӑнма илӗртӳллӗ ку чухнехи ял хутлӑхне туса хурассине – пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ. Ҫакна тума агроэкспорта, агронаукӑна аталантараҫҫĕ, ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстермелле тата ял территорийӗсене хутлӑх тӗлӗшӗнчен аталантармалли, агропромышленноҫ комплексне туллин цифрӑламалли ыйтусене татса пама тăрăшаҫҫĕ.

Юлашки ҫулсенче ял хуҫалӑх таварӗсен экспорчӗн калӑпӑшӗ чылай ӳснӗ, 2024 ҫул тӗлне вӑл тата та ӳсмелле. Ҫавӑнпа республикӑри ҫӗр ӗҫченӗсен умӗнче ял хуҫалӑх производствине ӳстерсе пырассине тата продукцие тарӑннӑн та пахалӑхлӑн тирпейлессине тивӗҫтермелли тӗллев тӑрать.

2019 ҫулта республикӑри ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсем продукци туса кӑларас енӗпе плансене кирлĕ пек пурнӑҫласа пыраҫҫĕ, ял хуҫалӑх продукцийӗсен производствин индексӗ палăртса хунинчен чылай хăпарса пырать. Агропромышленноҫ комплексӗнче цифра технологийӗсене аталантарни, «ӑслӑ» ял хуҫалӑхне йӗркелени пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Паян ҫӗрсемпе усӑ курмалли тытӑм уҫӑмлӑ, ял хуҫалӑхӗнче усӑ куракан ҫӗрсем ҫинчен пӗлтерекен информацие Федерацин пӗрлехи информаци тытӑмне кӗртнӗ.

Юлашки ҫулсенчи ял хуҫалӑхӗн тата апат-ҫимӗҫ промышленно­ҫӗн вӑйлӑ аталанӑвне малта пыракан технологисене ӗҫе кӗртме отрасле пысӑк инвестицисем хывни куҫкĕретех. Инвесторсемшӗн ӗҫе хывнӑ укҫа-тенкӗ тухӑҫлӑ ӗҫлени, тупӑш кӳни пӗлтерӗшлӗ.

Тирпейлекенсене чӗр таварпа пӗр кӑлтӑксӑр тивӗҫтерсе тӑрассине гарантилекен мел ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсемпе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен вӑрах вӑхӑтлӑха тӑвакан килӗшӳсем пулса тӑмалла, вӗсем хаксен ҫирӗплӗхне, бизнес тӗреклӗхне тивӗҫтерӗҫ.



14 октября 2019
15:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter